Район центрĕнчи 43-мĕш аптека Александр Рыжук (заведующийĕ) аса илĕвĕнчен 1925 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. Апла пулсан, сипленмелли эмелсем сутакан пункта шăпах 100 çул каялла уçнă. Медикаментсене вара Йĕпреç тата Патăрьел район больницисен аптекисенчен илсе килнĕ.
Аптека юбилейĕколлективпа (сăн ÿкерчĕкре) кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансен уявĕ çеç мар. Вăл муниципалитетри кашни çынна пырса тивекен пулăм. Сиплев эмелĕсем илме пирĕн пата килеççĕ-çке. Эпир вĕсен ыйтăвне татса пама пултарни савăнтарать.
Аптекăра хатĕр эмелсем çеç сутман. Вырăнтах тĕрлĕ рецептпа микстурăсем, хутăшсем, маçсем хатĕрленĕ. Вĕсемпе тĕп тата учатоксенчи больницăсене тивĕçтернĕ.
Паянхи кун та аптека патшалăх предприятийĕшутланать. Ăнăçлă аталанса пыратпăр. Ассортимент пуян кунта. Эмелсен номенклатури 6 пине те çитет. Ăна çĕнетсех пыма тăрăшатпăр. Эмелсемпе тивĕçтерессинче тĕрлĕ программăна тĕпе хуратпăр. Çăмăллăхпа усă куракансене рецептпа 2024 çеç 54 миллион та 306 пин тенкĕлĕх эмелпе тивĕçтернĕ. Тĕрлĕ категорири граждансене тивĕçет çакă. Кунсерен вăтамран ку енĕпе çĕршер çыннăн ыйтăвне татса паратпăр. Йывăр çын хĕрарăмсем сертификатпа усă курса та эмелсемлĕ пулаççĕ.
Медикаментсене çавăн пекех Патăрьелĕнчи (Мир урамĕ, 19-мĕш çурт), Шăнкăртамри, Турханти, Первомайскинчи, Туçари, Кзыл Чишмари аптека пункчĕсене те çитеретпĕр.
Ĕçĕмĕр ăнăçлă та лайăх пытăр тесе тăрăшатпăр. Аптека канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Уявсенче те пирĕн алăксем яланах уçă. Ирпе муниципалитет округĕн центрне килекен çынсемшĕн меллĕ пултăр тесе ĕç кунне 7.30 сехетрех пуçлатпăр.
Çулран-çул эпир çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Хамăр пата килекенсене кăмăлтан йышăнатпăр. Çакна республикăри аптекăсен йышĕнче 2012 тата 2019 çулсенче «Çулталăкри чи лайăх аптека» ята тивĕçни те çирĕплетет.
Муниципалитет округĕнчи конкурссенчен те айккине юлмастпăр. Аптека çурчĕ тирпей-илем енĕпе чи хăтлă çурт ята та тивĕçнĕччĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Кун-çул уттипе пырас тесе аптека çуртне те, реклама плакачĕсене те сăн кĕртсе тăма, ассортимента та пуянлатса пыма тăрăшатпăр.
Тĕп ресурс вара — çынсем. Кашни ĕçчен тăрăшуллă пулнине палăртас килет. Пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Чылайăшĕн ĕç стажĕ 30 çултан та иртет. Çамрăк кадрсенче те шанăç пур. Хăйсен тÿрĕ тивĕçне кашнийĕ тăрăшса пурнăçлать.
Аптека сумлă юбилейĕсене малашне те паллă тăвасса шансах тăратăп. Ялти фармацевтика бизнесĕнче конкуренци пысăк пулсан та пирĕн ĕçре ÿсĕмсем пур. Малашлăхри ăнăçусем те хамăртан килеççĕ. Пурне те уяв ячĕпе.
Галина АФАНАСЬЕВА, аптека заведующийĕ
Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека 100 çул тултарнине ачасен ăсталăх шкулĕнче паллă турĕç. Çак ятпа кунта ĕçлекенсене, ветерансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, республикăри сывлăх сыхлав министерствин «Фармация» унитарлă предприятийĕн директорĕ Игорь Степанов, профсоюз организацийĕн председателĕ Анжелика Игнатьева, муниципалитет округĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Неонила Мулякова тата ыттисем саламларĕç, малашнехи ĕçре ÿсĕмсем сунчĕç.
Тăрăшуллисене тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Тĕрлĕ çулхи аптека ертÿçисем: А.Д.Рыжук (1925-1927); Н.В.Шангин (1927); А.Ф.Филиппов (1928-1929); А.Д.Ильдураев (1930-1932); А.А.Водяников (1932- 934); А.Д.Ильдураев (1934-1936); Д.И.Ширкин (1936-1939); А.И.Арбузов (1939-1940); Б.П.Распутин (1940-1941); А.А.Тугаринова (1941-1946); Ф.М.Павлова 1946); А.Н.Любимов (1946-1947); Н.З.Рудич (1947-1952); У.П.Винокурова (1952-1962); М.А.Ларионов (1963-1965); М.Н.Степанова (1965-1967); Лукьянов 1967-1968); М.Н.Степанова (1968-1973); В.П.Дроздов (1973-1975); Л.С.Фролова (1975-2009); Г.И.Афанасьева (2009).
Декабрь 2025 |
