Пурнăçра юрату вăй парсан, ватлăх тарать вĕсенчен аякран...

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:09 Просмотров: 110

Муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕнче Анне кунне халалласа сумлă мероприяти иртрĕ. Ку хутĕнче унта Анат Туçари Сверчковсен тата Шăнкăртамри Шамсутдиновсен çемйисене чысларĕç. Икĕ мăшăр та аллăшар çул пĕрле килĕшÿре пурăнаççĕ. Çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ, кăтартуллă, пĕр-пĕрне шанаççĕ, кирек хăш йывăрлăхран та тухма пултараççĕ.

Çак ятпа вĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Мальцева, Шăнкăртам территори пайĕн ертÿçи Ильнар Абейдуллин саламларĕç.

Анатолий Варфоломеевичпа Раиса Димитриевна иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Кил хуçи водительте, мăшăрĕ пăру пăхаканра тата дояркăра тăрăшнă. Ĕçĕсене вырăна хурса хакланă. Раиса Сверчкова районта та малтисен йышĕнче пулнă. Темиçе хутчен те район Совечĕн дупутатне суйланнă.

Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем, иккĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Таня республикăри ял хуçалăх министерствинче пай пуçлăхĕнче тăрăшать. Сергей управляющи компани ертÿçи, тивĕçтерÿ сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ.

Сверчковсен пилĕк мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук çитĕнет. Вĕсенчен виççĕшĕ — Анна, Дарья, Даниил — малашлăх пурнăçне медицинăпа çыхăнтараççĕ. Александрăпа Захар та вĕсен çулĕпех утасшăн.

Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

— Ытла та сăпайлă çемьесем эсир, муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ. Чыс та хисеп сире. Хăвăр пекех тăрăшуллă ачасем çитĕнтернĕ. Сиртен кирек камăн та тĕслĕх илмелĕх пур. Малашлăхра та сывлăхăр çирĕп пултăр, — терĕ Рудольф Васильевич хисеплĕ мăшăрсене саламласа.

Эмир Келимулловичпа Флизе Алляметдиновна та хастарлăхне пĕртте çухатман. Çамрăксен каçхи улахĕнче паллашнăскерсем, чылай çынна ăмсантарнă. Мăшăрĕ хут купăс ăсти пулнăран кашни килтех кĕтнĕ ăна.

Эмир Келимуллович «ДОСААФра» водителе вĕреннĕ. Германинче çар ретĕнче тăнă. Ялта ăна ăста строитель пулнипе те пĕлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çурт-йĕр çĕклеме пулăшнă вăл çынсене. Алли ылтăн, теççĕ ун пирки.

Флизе шкул хыççăн типографинче наборшицăра ĕçленĕ. Паянхи кун та астăватпăр-ха ăна. Кайран ял библиотекине куçнă. Хисепре пулнă вăл. Вулакансене ырă сĕнÿсем сахал мар панă.

Шамсутдиновсем те хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Ăрăва малалла тăсакансем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех сăпайлă. Миляуше Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Жэмил — «Халял 21» пĕрлешÿ директорĕ. 4 мăнукпа савăнтараççĕ ашшĕ-

амăшне вĕсем. Ăрăва малалла тăсма Жэмил Эмирович юлнă. Аслисем те алă усса лармаççĕ, май килнĕ таран хуçалăх ĕçĕсенче пулăшса пыраççĕ.

Икĕ çемье те пурнăç çулĕпе тăрăшуллă ĕçпе алла-аллăн тытăнса утнине çирĕплетет. Юрату çăлкуçĕ тапса тăрать вĕсенче. Хăйсенче мĕн лайăххине вĕсем ачисене вĕрентсе пыраççĕ. Малашне те килĕшÿ те, телейĕ те пултăрах.Çемьесен ячĕпе савăк юрăсем шăранчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика