Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн артисчĕсен «Çăкăр чĕлли» спектакльне курса киленчĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Проекта тĕп режиссер Дмитрий Михайлов явăçса ертсе пырать. Унти пулăмсем историпе çыхăннă. Вĕсем çитĕнекен ăрăва иртнине куç умне кăларма, патриотла воспитани илме пулăшаççĕ.
Спектакле Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, СССР писательсен Союзĕн членĕ Ева Лисина калавĕ тăрăх йĕркеленĕ. Автор унта чăн пулнă самантсене куç умне кăларнă. Хăйĕн ачалăхне тĕпе хунă. Вăрçă ачисен пурнăçне çутатнă. Выçă пулсан та вĕсем çынлăха çухатман, мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттерме пултарнă.
Спектакльти ĕç чăваш ялĕнче пулса иртнĕ. (Сăмах май çакна та палăртмалла: Ева Лисина пирĕн ентеш). 9 çулхи Ельăна больницăна сусăрлăха çирĕплетме илсе каймалла пулнă. Çакă ĕнене сыхласа хăварма, çемьене тăрантарма май панă. Ачасен амăшĕн ĕçе каймалла, вăл хĕрĕсемпе больницăна çитеймест. Мăшăрĕ вилнĕрен пепкисене вăл пĕчченех пăхса
ÿстерет. Еля шăрăх çанталăкра 8 çухрăма çуранах утса кайма килĕшет. Амăшĕ ăна район центрĕнчи столовăйне кĕрсе çăкăр туянма сĕнет. Çемьешĕн вăл питех те кирлĕ. Выçă ачисене тĕлĕкре те яланах çăкăр чĕлли курăннă.
Спектакль пурне те шухăша янă. Ăста артистсем, тумĕсем, юрри-кĕвви çав вăхăтри çитĕнекен ăрăвăн нуши-тертне витĕм-
лĕн сăнарланă. Куракансем чирлĕ хĕрачана шеллеççĕ. Унăн чăтăмлăхĕнчен, аппăшĕн паттăрлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле. Кашнийĕ хăйне валли кирлĕ пĕтĕмлетÿ турĕç.
Вĕренекенсем спектакле «Пушкин картти» проекта хутшăнса пăхрĕç.
Нелли СЕЛЬЦОВА,
класс ертÿçи