Манăн асанне — Анисия Кушникова — Сăкăтра çуралса ÿснĕ. Декабрĕн 6-мĕшĕнче 95 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Вăл 1930 çулта кун çути курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи йывăр çулсене питĕлайăх ас тăвать.
— Вăрçă вăхăтĕнче апат тăраниччен çисе те курайман, тăхăнмалли те çукчĕ. Тĕрлĕ курăкран яшка пĕçернĕ, мăян вăррисене авăртса çăнăх тунă. Çĕр улми те сахалччĕ, çуркунне хĕл каçнисене, крахмалланса кайнисене пуçтарнă. Çулла вăрмана çырла-кăмпа татма çÿренĕ. Хĕлле уйрăмах йыăрччĕ. Хырăм выççипе йĕрес килетчĕ. Асанне пире, манпа икĕ шăллăма, кăштах йăпатас тесе тĕрлĕ юрă юрлаттаратчĕ, вăйăсем выляттаратчĕ. Мечĕке ĕне çăмĕнчен йăваласа туса панăччĕ.
Анне вырăсла та, тутарла та лайăх калаçатчĕ, хутла пĕлетчĕ, çавăнпа ăна тырă леçме Канаша лавсемпе çÿреттернĕ. Юрать, асанне пулнă, вăл пурри чылай çăмăллăх кÿнĕ, — тесе аса илет çывăх çыннăм.
1942 çулхи март уйăхĕнче мăн асаттене вăрçа кайма ят тухнă. Ялтан тăваттăн тухса кайнă вĕсем.
— Аттепе тата унпа пĕрле каякансене ăсатма чылай çын пуçтарăннăччĕ. Аннепе асанне йĕнипе эпир те, ачисем, лаша лавĕ куçран курăнми пуличченех хускалмасăр тăтăмăр. Çывăх çынннăмăра, Степан Анюрова вăрçăран кĕтсе илеймерĕмĕр. Вăл Курск çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă.
Почтăра ĕçлекен Якур тете атте вилнине пĕлтерекен хута килсе панă кун паян та куç умĕнчех. Анне çак хыпара илтсен лаша лавĕ çинчен персех анчĕ, ăна кÿршĕсем пÿрте йăтса кĕчĕç...» — тесе каласа пачĕ асанне.
Архивсенче шыраттарнă хыççăн нумай пулмасть мăн асаттен, Степан Захаровичăн, вил тăприне тупнă. Ăна ытти салтаксемпе пĕрле Курск облаçĕнчи Карманово ялĕ çывăхĕнчи тăванла масарта пытарнă. Анатолий мăнукĕ унта çитсе килме май тупнă. 800 ытла хушамат хушшинче аран шыраса тупнă.
— Вăрçă пĕтнĕ кун эпĕ шкултаччĕ. Арçын ачасем таçтан хыпар илтнĕ те класа чупса кĕчĕç те: «Вăрçă пĕтнĕ!» — тесе кăшкăрса ячĕç. Учитель те, вĕренекенсем те урама чупса тухрăмăр. Пĕрисем йĕреççĕ, теприсем юрлаççĕ... — тет аттен амăшĕ.
Çĕнтерÿ хыççăн та пурнăç çăмăлланман. Ачасем пысăккисемпе тан хирте вăй хунă. 17 çул тултарсан Анисия Степановнăна ялти 5-6 хĕрарăмпа пĕрле Шупашкарти çар заводне ĕçлеме илсе кайнă. Тимĕр шăратнă çĕрте тăрăшнă, урапапа тимĕр ванчăкĕсене турттарнă. Куçне кăвар сирпĕнсе амантнă хыççăн ăна торф кăларнă çĕре куçарнă. Кунта учетчик пулма шаннă. Виçĕ çултан тин тăван тăрăха таврăннă.
Асанне Сăкăт каччипех çемье çавăрнă. Асаттепе пĕрлешсен Çĕпĕре пурăнма тухса кайнă, Красноярск облаçĕнчи Мокруша ялĕнче тĕпленнĕ. Кил хуçи платникре, çемье вучахне упраканĕ дояркăра тăрăшнă. Чăваш хĕрне тăрăшуллă та маттур ĕçленĕшĕн депутата та суйланă. Красноярск хулинче иртнĕ икĕ съезда хутшăннă.
Ют вырăнта çурт-йĕр çавăрнă пулсан та Кушниковсен чунĕсем тăван кĕтесех туртнă, 13 çултан каялла таврăннă.
Анисия Степановна упăшкипе 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Паян мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать. Сăмах май, асанне кăçал республикăра йĕркелекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса та хутшăнчĕ.
Тимур КУШНИКОВ