Аталану çулĕпе шав утаççĕ малалла

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:20 Просмотров: 95

Патăрьелĕнчи «Батыревский» пĕрлешÿ округра çеç мар, республикăра та лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ăна 21 çул (декабрĕн 24-мĕшĕнче пулать) Петр Ялуков ертсе пырать. Петр Валерьевич маларах кунта инженерта, директор çумĕнче ĕçленĕ. Ют тăрăхран е ялтан килнĕ çын та мар. Патăрьелĕнче кун çути курнăскер кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникулта лаша кÿлсе аслисемпе тан тăрăшнă. Çавăнпа та уншăн ялти кашни хир çывăх.

Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем тухăçĕпе Патăрьелсене чăннипех те савăнтарнă. Пĕр гектартан вăтамран 50 центнер тухнă. Урпан тухăçĕ вăтамран 68 центнерпа (!) танлашнă. Калама çеç вĕт. Пăрçан 44 центнер пулнă. Çурхи туллăн кăшт сахалтарах — 40 центнер.

— Паяна хуçалăхăн 1700 ытларах гектар çĕр, унта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, куккурус, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтеретпĕр. Унччен çĕр улми те лартнă, кăçал вара вăл çук. Чăнах та, пĕрлешÿ хăй вăхăтĕнче «иккĕмĕш çăкăра» пула тупăш аван кĕртетчĕ, ăна пулах хуçалăх лайăх аталанчĕ. Малалла выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕрев ытларах парас тĕллев тытнăран, апат нумайрах кирлĕрен тыр-пул, куккурус, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне ÿстертĕмĕр, — тесе пуçларĕ калаçăва Петр Ялуков.

— Кăтартусене начар теместĕп, анчах тата ытларах тухăç илме май пур чухне чарăнса тăмалла мар. Пирĕн тăрăхра тулă пысăк тухăçпа пит савăнтармасть, апла пулсан шухăшламалăх пур. Эпир кашни çулталăк вĕçĕнче специалистсемпе пĕрле пухăнса ăçта мĕнле йăнăш тунине, çитменлĕх пулнине тупса палăртма, çитес çулта вĕсене пĕтерме тăрăшатпăр, пĕтĕмлетÿсем тăватпăр. Хĕлле пушăрах вăхăт ытларах пур, çавăнпа усă курса вулатпăр, вĕренетпĕр. Халĕ Интернет урлă тавракурăма аталантарма аван. Пĕлтĕр Евгений Сейфуллин тĕп агрономпа çĕр ĕç культурине, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçне ÿстерессине пырса тивекен статьясене аванах «шĕкĕлчерĕмĕр», хамăршăн кăсăклă, усă курмалли майсем тупрăмăр. Паян пурнăçпа тан утас тесен ертÿçĕн те, специалистсен те, хуçалăхра вăй хуракансен те пĕр вырăнта тăпăртатса тăмалла мар, вĕренмелле те вĕренмелле, — терĕ Петр Валерьевич хуçалăх аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă май.

Çуллахи вăхăтра «Батыревский» пĕрлешĕвĕн хирĕсенче пĕрре мар пулнă, кашнинчех чун савăнать. Анасем таса, акнă-лартнă культурăсем кăррипе шăтса тухнă... Кĕр енне вара пуçне тайнă тыр-пул пучахĕсем çил вĕрнĕ май каллĕ-маллĕ хумханаççĕ. Пăхса ытармалла мар! Удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнин витĕмĕ пысăк.

Кĕр! кĕрлеççĕ тракторсем паркра

Техника паркне кĕрсен те хĕпĕртемелĕх пур. Кунта унччен те тракторсемпе комбайнсене, кăкарса çÿремелли хатĕрсене çĕнетсе тăратчĕç. Юлашки çулсенче вара пурте заводран тин тухнисем тесе каласан та йăнăш мар. Икĕ çулта 100 млн тенкĕ ытлалăх илнĕ. Халĕ пĕр техника харăсах 3-4 ĕç пурнăçлаканнине туянма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, «Тигр» агрегат тăпрана кăпкалатнă чухне тарăн йĕрсем хăвармасть, эрози пуласран та сыхлать, çĕрĕн пулăхлă сийне шыв та юхтарса каймасть. Сăмах май, çак хăватлă хатĕрпе пĕрремĕш хут шăпах «Батыревский» пĕрлешÿ уйĕнче специалистсене паллаштарнăччĕ, ун чухне эпĕ те пулнăччĕ. Пĕрремĕш çаврăм хыççăнах техника ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

Акакан комплекс пирки те çакнах каламалла, вăл та 3-4 хатĕре улăштарать.

— Унччен Тутарстанри ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшусем уйăрнипе ăмсанаттăмăрччĕ, халĕ эпир ытти регионсемшĕн тĕслĕхлĕ. Пирĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕнче вăй хуракан Сергей Артамонова тав тумалăх пур. Ял хуçалăхне аталантармалли пулăшусем нумай. Туяннă техникăн 45 процентне субсидилени техника паркне çĕнетме май пачĕ. Кăçал тата тепĕр тыр-пул акакан комплекс, пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртекен комбайн, тракторсем илтĕмĕр. Субсидисĕр, хамăр вăйпа çеç йывăртарах кун пек хаклă техникăллă пулма, — терĕ «Батыревский» пĕрлешÿ ертÿçи.

Унччен хуçалăхра пĕр тракторпа пĕр çын ĕçленĕ. Паян пĕр механизатор 2-3 «хурçă утпа» та тăрăшать. Çакă шалăва ÿстерме тата çулталăкĕпех ĕç вырăнĕллĕ пулма пулăшать. Çавăн пекех хĕлле хăшĕ-пĕри арманта вăй хурать. Стройкăна явăçакансем те пур.

— Маларахри çулсенче тракторсемпе кăкарса çÿрекен хатĕрсене трактористсем хăйсем юсанă, халĕ ятарлă сервис чĕнетпĕр. Механизаторсем вăл вăхăтра отпускра пулаççĕ. Кăçал вĕсен кану вăхăтне тата вăрăмлатма, тÿлевпе тивĕçтерме палăртатпăр. Çур акине тулли вăй-хăватпа пуçăнмалла пултăр, — терĕ Петр Валерьевич калаçăва малалла тăснă май.

Вите тулли ĕне-выльăх, çакă мар-и пысăк пурлăх?

Пур çумне пур хушăнасси хамăртан та нумай килет. «Батыревский» пĕрлешÿре вите хыççăн вите хута каять. Çулла çеç 200 пуç выльăх вырнаçмалăх хуралтă туса пĕтерсе уçрĕç. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннăччĕ мероприятие. Унта вăкăрсем самăртаççĕ. Çывăх вăхăтра тепри те выльăхпа тулĕ. Пурĕ вара хуçалăхра 1200е яхăн ĕне-выльăх шутланать, унтан сăвăнаканнисем — 450 ытларах. Çĕнĕ çул хыççăн 500 патнех çитмелле. Пĕр ĕнерен вăтамран çулталăк пуçланнăранпа 9000 килограмм ытла сĕт сунă. 2026 çула кĕтсе илнĕ çĕре 10000е çитересси, пĕлтĕрхи кăтартăва çĕнетесси куç кĕрет.

— Тепĕр вите хута кайсан ĕне-выльăх пуçĕ 1400е яхăн пулать. Кунпа кăна çырлахасшăн мар-ха, сăвăнакан ĕнесен йышне тата пысăклатма тĕллев лартнă. Çитес çул 500 пуç выльăх вырнаçмалăх вите тума пикенесшĕн, ăна 2027 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче хута ямалла.

Кăçал тунă икĕ витене те хамăр хуçалăхра ĕçлекенсен вăйĕпе пурнăçларăмăр. Малтанласа темиçе строительство ушкăнĕпе те калаçса пăхрăмăр, тÿлевне аванах пысăк ыйтаççĕ. Специалистсемпе канашланă хыççăн хамăрах тăвас шухăш патне çитрĕмĕр. Петр Ларев предпринимателĕн ушкăнĕ каркасне туса пачĕ, ыттисене пĕрлешÿри строительсемпе трактористсем тăрăшрĕç. Лайăх та пулчĕ, — тет Петр Ялуков.

Хуçалăхра ĕне-выльăха унчченхи пек симĕс курăк çине кăлармаççĕ, моноапатланупа усă кураççĕ. Çавăнпа та выльăх апатне çулленех çулталăк çурă — икĕ çул валли хатĕрлеççĕ. Çакă сĕт пахалăхне упрама, выльăхăн ăш-чиккин микрофлори пăсăлассинчен упранма май парать-мĕн.

— 2006 çулта мăшăрпа Голландинчи фермер патĕнче пулнăччĕ. Хирсемпе паллашнă хыççăн фермине те çитсе куртăмăр. Йĕри-тавра симĕс курăк, анчах ĕнисем картара тăраççĕ. Маншăн çакă питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Фермертан мĕншĕн ешĕл апат çитерменнине ыйтрăм, вăл вара ăнлантарса пачĕ. Пысăк продукци илес тесен моноапатлану кирлĕ иккен. Каярах эпир те вĕсен тĕслĕхне алла илтĕмĕр.

Пурне те пĕлсе çитерейместĕн, лайăх специалистсенчен ыйтма вăтанмалла мар. Йăнăшсем те пире тĕрĕссине курма вĕрентеççĕ, — татăмлăн калаçрĕ ертÿçĕ.

Хуçалăхра кадр «выçлăхĕ» çук. Пур специалист та вырăнта, ĕçлекенсем те çителĕклĕ. Апла пулсан шалу та начар мар илеççĕ кунта. Пĕлтĕр вăтамран пĕр уйăх-

ра 53 пин тенкĕпе танлашнă, кăçал 70 пин тенкĕрен иртнĕ.

Çамрăксенче — малашлăх

Петр Валерьевич Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕ. Тен, çавăнпах та уншăн вăл питĕ çывăх. «Батыревский» пĕрлешÿ пĕлÿ çуртне хăйĕн хÿттине илнĕ тесен те тĕрĕс. Юсав ĕçĕсене тума пулăшнисĕр пуçне вĕрентÿ учрежденинче «Агротехнологи класĕ» хута кайнă хыççăн хуçалăх 5 млн тенкĕлĕх ачасен пĕлĕвне анлăлатмалли оборудовани туянса панă. Пысăк пайне патшалăх субсидиленĕ, анчах çак яваплă утăма пур хуçалăх та пĕрех тăваймасть.

— Тăван çĕршыва, çĕре ачасене мĕн пĕчĕкрен юратма вĕрентсе ÿстермелле. Ĕçрен пистермелле мар. Хуçалăх пулăшăвĕпе туяннă хатĕрсем вĕренекенсене ял хуçалăхне кирлĕ специальноçсене суйласа илме пулăшасса шанас килет, — тет ертÿçĕ. Унăн сăмахне малалла тăсса çакна каласа хăварасшăн: пĕрлешÿ çамрăк специалистсене хуçалăх ĕçне явăçтарассипе те аван ĕçлет. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче ăс пухакансем час-часах кунта практикăра пулаççĕ, диплом илнĕ хыççăн ĕçлеме килнисем те пур. Петр Валерьевич «Батыревский» совхозăн тĕслĕхне тĕпе хурса, патшалăх программисемпе усă курса çамрăксене çурт-йĕрлĕ тăвасси пирки те шухăшлать. Чылайăшĕ ас тăваççĕ-тĕр, унччен совхоз хуçалăхра вăй хуракансем валли нумай хваттерлĕ икĕ çурт, ача сачĕ, уйрăм пÿртсем тунă.

— Яш-кĕрĕмре малашлăх, вĕсене тимлĕх уйăрмаллах. Хуçалăхри 14 çемье пурăнмалли çурт-йĕрне пысăклатасшăн. Пирĕн пулăшмаллах. Ку ыйтăва округри администрацинче, министерствăра хускатнă.

Вĕренес текенсен пĕлĕвне те ÿстерме майсем туса паратпăр. Акă, Ксения Кудряшова ветфельдшер Шупашкарти ял хуçалăх университетĕнче ăс пухать, — тесе палăртать Петр Валерьевич.

Ушкăнпа вĕрсен хапха та уçăлать

Пĕччен хулă хуçăлать, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Петр Ялуков та «Батыревский» пĕрлешÿ ăнăçлă аталанса пынинче ушкăн вăйне палăртать. Роза Сейфуллина тĕп бухгалтер, Николай Каклимов финанс пайĕн ертÿçи — директор çумĕ, Вячеслав Бармаков тĕп строитель, Евгений Сейфуллин тĕп агроном, Алена Полякова тĕп зоотехник — ферма заведующийĕ, Алексей Кудрявцев тĕп инженер, Александр Ильинпа Иван Еслюков энергетиксем тата ытти специалистсем, хуçалăхра вăй хуракансем пĕр шухăшлă пулнăран çитĕнÿсем пулаççĕ. Ĕçлемесен, малашлăха шанчăкпа пăхмасан, тавракурăма аталантармасан, рынок экономикине тĕпчемесен малалла каяйманнине палăртаççĕ вĕсем.

— Паян пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç туса илме, технологисене пăхăнса ĕçлеме пĕлмелле. Тунă çитĕнÿсемпе те лăпланса лармалла мар, — терĕ Петр Ялуков калаçăва пĕтĕмлетнĕ май.

Ольга ПАВЛОВА

Яндекс.Метрика