Çĕнĕ çула савăк кăмăлпа пуçларăмăр

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2026, 11:53 Просмотров: 77

Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн иртсе кайнă 2025 çул халăх пурнăçне хăтлăлатассишĕн пурнăçласа пыракан ырă пулăмсемпе, начар мар çитĕнÿпе асра юлчĕ. Кивĕ çулталăка ăсатса çĕннине кĕтсе илнĕ май вара Патăрьел муниципалитет округĕнче пĕр кунтах темиçе çĕнĕ объект хута кайрĕ.

Асфальт сарнă Колхозная урама СВО паттăрĕн ячĕпе улăштарчĕç, çуралса ÿснĕ çурт çине çăлтăр çапрĕç

Ыхра Çырмисен Çĕнĕ çул умĕн республика, округ шайĕнчи сумлă хăнасемпе тĕл пулма сăлтавĕ пысăк пулчĕ. Чăн малтанах çак ялта çуралса ÿснĕ СВО паттăрне, виçĕ хутчен Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ танк ротин командирне, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешĕмĕре Рифат Файзуллова чыс та хисеп туса, унăн паттăрлăхне асра тытса вăл пурăннă çурт çине «паттăр çăлтăрне» çакрĕç.

Рифат Файзулловăн ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулчĕ пулин те, каччă Тăван çĕршыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланипе палăрса тăрать. Вăл Хусанти аслă танк училищинче вĕреннĕ, унăн выпускникĕ пулнă. Маларах Инçет Хĕвел тухăçĕнче служба ĕçне тивĕçлипе пурнăçланă, 2022 çулхи çуркуннеренпе вара ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ.

Рифат Файзулловăн паттăрлăхĕ — хăйне евĕр летопись. 2022 çулхи çулла унăн экипажĕ тăшман ункине аркатса унтан аманнă 15 салтака илсе тухнă. Кăкăр çинчи пĕрремĕш награда — «Паттăрлăхшăн» орденĕ — шăпах çакăнпа çыхăннă. Тепĕр хĕрÿ çапăçура вĕсен арканнă танкĕ тăшманшăн салтаксене тĕп тумалли меллĕ самант пулнă. Çапах та командир вăхăтра тата тĕрĕс йышăну туни, кирлĕ приказ пани каллех унăн экипажне çăлса хăварнă. Çакăншăн каччă иккĕмĕш ордена илме тивĕçнĕ. 2023 çулхи кĕркунне командовани çапăçури тава тивĕçлĕ çитĕнĕвĕшĕн, çарти профессилле ăсталăхĕшăн танк ротин капитанне виççĕмĕш хут Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Çак кунхинех Ыхра Çырми ял халăхĕн пуçарăвне шута илсе Рифат Файзуллов çурласа ÿснĕ Колхозная урама СВО паттăрĕн ятне пачĕç. Иртнĕ çул асфальт сарса çĕнетнĕ аслă урама паттăр ячĕпе улăштарса ăна уçнă хыççăн ялти хастарсем автомашинăсен колоннипе пĕр тикĕссĕн герой çуралса ÿснĕ çурт умĕпе кăшкăртса иртрĕç...

— Паттăрсен ячĕ вилĕмсĕр. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх вырăнне пулса юлĕç. Рифат Файзуллов СВО паттăрне асра тытса уçнă урам малашне те çĕнелсе, аталанса çеç пытăр,— терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мероприятие пуçтарăннисене ырă сунса.

Пĕр кунтах икĕ врач амбулаторийĕ тата хăтлă ФАП алăкĕсем уçăлчĕç

Патăрьел муниципалитет округĕнче Çĕнĕ çула çĕнĕ хавхаланупа кĕтсе илесси ырă йăлана кĕнĕ. Акă, виçĕмçул Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе пĕр кунтах тăватă врач амбулаторийĕ, пуçламăш ача сачĕ, Культура çурчĕ уçăлнăччĕ...

Иртнĕ çулталăка та пысăк хавхаланупа вĕçлерĕмĕр. 2025 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Ыхра Çырмипе Турханта врач амбулаторийĕсен, Чăваш Ишекре çĕнĕ ФАП алăкĕсене чыслă лару-тăрура, ял-йышпа пĕрле уçрĕç.

— Чăваш Енре пĕр кунта сывлăх сыхлавĕн тăватă объекчĕ уçăлчĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче. Çĕнĕ объектсем 5 пин ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Çавăн валли унта мĕн кирли пĕтĕмпех пур: медицина ĕçченĕсен тулли штачĕ, хальхи оборудовани, телемедицина майĕсем, — çапла палăртнă сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсем уçăлнине хак парса.

Сăмах май каласан, виçĕмçул Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Ишекри хисеплĕ педагог-ветеран, ял хастарĕ Пантелеймон Андреевич Шихранов Нăрваш Шăхалĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ уçнă чухне Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев умĕнче хăйсен ялĕнче сиплев учрежденийĕ кирлĕ пирки калаçăва çивĕчлетрĕ. Ял-йыш ячĕпе пăшăрханса калаçнă старостăн сăмахне Республика Пуçлăхĕ ун чухнех шута илнине пĕлтерчĕ. Пуçарнă сăмах çилпе вĕçмерĕ, пурнăçланчĕ. Шăп та лăп çулталăкран Чăваш Ишексем те хăйсен савăнăçне пĕрле пайларĕç, Олег Алексеевича ялтах квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме май туса панăшăн чун-чĕререн тав турĕç.

Турханти çĕнĕ врач амбулаторийĕ те (Çак кунсенче учреждени 120 çул тултарчĕ. Тĕплĕнрех çитес номерте) иртнĕ çул кĕске вăхăт хушшинчех «ÿссе» ларчĕ. Малашне те ăна хисеплĕ, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пырĕ. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ çывăхри ултă ялта пурăнакан 2165 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе тăрĕ. Хăтлă сиплев çуртĕнче медицина ĕçченĕсене тăрăшма та, пациентсене йышăнма та мĕн пур услови çителĕклĕ. Ыхра Çырминчи врач амбулаторийĕ пирки те çакнах палăртса хăвармалла. Кунта вăй хуракан шурă халатлă специалистсем таврари виçĕ ялти 2075 çыннăн сывлăхĕшĕн, вĕсен вăрăм ĕмĕрĕшĕн тăрăшĕç.

— Патăрьелсем кирек мĕнле ĕçре те республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Паян округра умлă-хыçлах çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем, ытти объектсем уçăлни республика ертÿлĕхĕпе муниципалитет округĕн администрацийĕ, депутатсем халăх пурнăçне хăтлăлатассишĕн, лайăхлатассишĕн пĕр шухăшлă пулса ĕçленине çирĕплетет те. Умра тăракан тĕллевсем те пысăк. Çĕнĕ çулта та пĕрлехи вăйпа халăх ырлăхĕпе пурлăхĕшĕн хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунатăп,— терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов Патăрьелсене малашне те кар тăрса ĕçлеме ăнăçу сунса.

Сыр тăвакан цех хăвачĕ пысăклансах пырать

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи «Молочные зори» СПССПКна 2022 çултанпа округра, республикăра çеç мар, Раççей рынокĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Паян кăларакан сĕт-çу продукцине çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра, Санкт-Петербургра, Уфара, Брянскра, Чулхулара тата ытти пысăк хуласенче те хапăлласах туянаççĕ. Кооператив хăйĕн производствине анлăлатсах, сарсах пырать. Виçĕмçул вĕсем производствăран 3 пин тонна, иртнĕ çулхи çур çултах 2 пин тонна продукци кăларнă. Çĕнĕ çул умĕн предприяти сыр туса кăларакан тепĕр çĕнĕ линие ĕçлеттерсе янă. Производство кооперативĕ пурлăх базине те ÿстерсех, тĕреклетсех пырать.

Патăрьелĕнчи «ЯЙПРО» предприяти — регионта пĕрремĕш

Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕ чăннипех те республикăра çеç мар, ытти регионсем хушшинче те кăтартуллисен шутĕнче. Çĕнĕ çул умĕн Патăрьелĕнче тепĕр çĕнĕ предприяире — «ЯЙПРО» пĕрлешÿре тулли хăватпа ĕç шавĕ пуçланчĕ. Пирĕн тăрăхра тепĕр производство коллективĕ йĕркеленчĕ, хушма ĕç вырăнĕсем уçăлчĕç. Çĕнĕ цех чăх çăмартине туллин тата тарăн тирпейлессипе ĕçлет. Кунта паян куллен тăватă тонна çăмартана производствăна кĕртсе кондитер промышленноçĕ тата çăкăр-булка пĕçерекенсем валли пахалăхлă продукт туса кăлараççĕ. Итали производствин çĕнĕ линийĕ çăмартан сарă тата шурă тытăмне тирпейлĕн уйăрать, кайран ятарлă автомат хатĕр çурма фабриката герметика пакечĕсене фасовка тăвать.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика