Кăçал çанталăк çул-йĕр ĕçченĕсен чăтăмлăхне тата хĕле еплерех хатĕрленнине аван тĕрĕслет. Çĕнĕ çула кĕнĕренпе куллен тенĕ пек юр çăвать е çил-тăман тухать. Канмалли кунсем пулнине пăхмасăр юр хыракан техника çулсене тасатрĕ, çавна май палăртнă çĕре каяс текенсем вăхăтра çитме пултарчĕç.
Округри тата территори пайĕсенчи çулсене тирпейлесе тăрассипе И. Рубцова, Л. Манзуркина, А. Манзуркин индивидуаллă предпринимательсем, Р. Санзяпов, С. Фролов, З. Степанов фермер хуçалăхĕсем, тулли мар яваплă «Лестехсервис», «Энигма» пĕрлешÿсем, «Звезда» ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕçлеççĕ.
Муниципалитетри автоçулсен тăршшĕ 472,3 çухрăмпа танлашать. Вĕсенчен 60,45 çухрăмне — Сăкăт, Алманчă, Хирти Пикшик, Сител, Пÿртлĕ енсене — Инна Рубцова индивидуаллă предприниматель, территори пайĕнчи 63,8 çухрăма — Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпÿрт, Татмăш, Кивĕ Катек, Патăрьел ялĕсене — тулли мар яваплă «Энигма» пĕрлешÿ пăхса тăрать. Вĕсем хĕле валли çул-йĕре пăхса тăма тĕплĕн хатĕрленнине палăртма кăмăллă.
— Çулсене тасатма тата тирпейлесе тăма 10 техника хутшăнать: КамАЗ-КДМ — 2 единица, автогрейдер, экскаватор-погрузчик, юр тасатмалли МТЗ-82 тата Т-150, погрузчик, ротер... Вĕсене яваплă тапхăр валли кĕркуннех юсаса хатĕрленĕ. Çавăн пекех хăйăрпа тăвар хутăшĕ 700 тонна, хăйăр 1000 тонна пур. Çак кунсенче тата вак чул турттарма пикенесшĕн. Çуркунне ейÿ сарăлас пулсан шывсем çул урлă ан каçайччăр тесе хÿтĕлеме, çавăн пекех çулсене юсама пикенсен те кирлĕ. Кадрсем те çителĕклĕ. Вĕсем пурте опытлă, хăйсене шаннă тивĕçе лайăх пĕлеççĕ. Владимир Кошкин, Вячеслав Кузьмин, Юрий Краснов, Николай Лепешкин кулленех руль умĕнче. Вячеслав Сельцов тĕп инженер, Вячеслав Николаев прораб ĕçе тĕрĕс пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ, — терĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май «Энигма» пĕрлешÿ ертÿçи Валерий Рубцов.
Çанталăк талăкăн хăш вăхăтĕнче те пăсăлма пултарнине шута илсе дежурство йĕркеленĕ. Юр вăйлă çусан е çил-тăман алхасма пуçласан водительсене çийĕнчех чĕнсе илеççĕ. Юр тасатакан техника гаражра тăнăран тÿрех хускатса ĕçе пуçăнма, уйăрса панă участоксене кайма пултараççĕ.
Пĕрлешÿре вăй хуракансем чарăну павильонĕсем патĕнче те хырса тирпейлеççĕ. Автобуссемпе машинăсем, çынсем валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ.
Асра тытма: Çурт умĕнчи е картишĕнчи юра çул çине тăкса хăрушлăх кăларса тăратакансене РФ КоАПĕн 12.33 статйипе 5-300 пин тенкĕ таранах штраф пама пултараççĕ.
— Инкек-синкекрен сыхланса хамăр яваплăха илнĕ çулсене вăхăтра тасатма тăрăшатпăр, анчах çил-тăман чухне хырса кайнă вырăна, уйрăмах уçă çĕрте, çийĕнчех юр лартать. Ун пек чухне тепĕр хут çав лаптăка çитме тивет. Çавăн пекех çулсем çинче юр ан хыттăр тесе техника çула тасатнипе пĕрлех хăйăрпа тăвар хутăшне те сапса пырать. Транспорт çаврăнакан, çуран каçмалли, ытларах инкек пулакан лаптăксене тимлĕх ытларах уйăратпăр, — терĕ Валерий Петрович.
Ольга ПАВЛОВА
Февраль 2026 |
