Мирлĕ пурнăçа тавăраççех

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:51 Просмотров: 91

Ятарлă çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăх канма килнĕ Валентин ачисене пĕрин хыççăн теприне тытса çупăрларĕ. Мĕн тери чипер вĕсем.

Илĕртÿллĕ. Софья, Ева, Святослав кунсерен ÿсеççĕ. Класран класа куçнине сисме те çук. Çур çулта кашнийĕ улшăннă. Пĕрне-пĕри пÿле-пÿлех

хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Пĕри вĕренÿре, тепри гимнастикăра, виççĕмĕшĕ кĕрешÿре... палăрнă.

Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Алла хĕçпăшал тытнăранпа та тăваттăмĕш çул. Паянхи пекех астăватăп, Кивĕ Ахпÿртри культура çурчĕ умĕнче ял халăхĕмобилизаци йĕркипе сумлăн ăсатнăччĕ ăна СВОна.

Пĕрремĕш хут çеç отпуска канма килмест Валентин Владимирович. Кашни çур çултан тăван килте пулать. Пуриншĕн те тунсăхлать. Ку хутĕнче тата амăшĕн çуралнă кунĕ те пулчĕ. Ăна чечек çыххи парнелерĕ. Хăй килеймен чухне те саламлама манмасть, уявсем парнине çитерет. Асламăш вĕрентсе каланисене çар операцийĕнче те яланах асра тытать.

Çамрăклах патриот чунлă çитĕнчĕ çĕршыв хÿтĕлевçи. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухрĕ. Çав вăхăтсене халĕ те ăшшăн аса илет. Спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнман. «Зарницăсене» çулленех хутшăннă. Алла аттестат илнĕ хыççăн çие салтак тумне тăхăннă. Богородскинче службăра пулнă вăл. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн командованинчен темиçе хутчен те Тав сăмахне илтнĕ. Ашшĕпе амăшне — Лиана Федоровнăпа Владимир Ивановича — маттур салтак пăхса çитĕнтернĕшĕн Тав çырăвĕ те килнĕ.

Ачаранах ĕçе хăнăхса ÿсрĕ Валентин. Техникăна питĕ кăмăллатчĕ. Ашшĕ çумĕнче трактор юсама килĕштеретчĕ. Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Паян çав хăнăхусем çар ĕçĕнче питех те кирлĕ. Пуçланă ĕçе нихăçан та вĕçлемесĕр чарăнмасть вăл.

Техникăна килĕштернĕренех водитель удостоверенине илчĕ. Паян вара çар операцийĕнче тĕрлĕ техника çине ларма пултарать. Кирек хăш ĕçре те правур. «Хурçă утсене» юсама та пултарать. Сварка тума та хăнăхнă. Çурт-йĕр çĕкленĕ çĕрте темиçе специалиста та улăштарма пултарать.

Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать вăл. СВОра та çавах. Çывăх юлташĕсем пурнăçран уйрăлнишĕн чĕререн кулянать. Ку хутĕнче вĕсем Димăна тăван ялне илсе килсе пытарчĕç. Ытла та харсăрччĕ, правурччĕ, кирек хăçан та пулăшма хатĕрччĕ ентешĕ. СВОна кайнăранпах пĕрле пулнă вĕсем. Дима водитель пулса малти ретре тăнă. Пĕр батарейăра çапăçнă вĕсем. Çĕнтерĕве куç пек кĕтнĕ... Сахал мар йывăрлăха чăтнă.

Патриот чунлă çынсем пурте çĕршыва хÿтĕлекенсем. Акă пĕр енче çуралса ÿснĕ Павел Еливанов маларах гуманитари пулăшăвĕпе çар чаçĕсене çÿренĕ. Халĕ ентешĕсемпе пĕрле çапăçăва хутшăнать.

Тăванран та тăван пулса каяççĕ салтаксем. Пуррине яланах çурмалла пайлаççĕ. Комсомольски, Елчĕк муниципалитет округĕсенчи чăвашсемпе пĕр блиндажра пурăннине каласа парать Валентин. Çар темине хускатасах килмест унăн. Пурнăç ыйтăвĕпе вара кунĕпех калаçма та хатĕр.

— Пĕринче çар тивĕçне пурнăçласан (çĕрле 2 сехетре) канма выртас терĕм. Сентябрь уйăхĕччĕ. Кĕрхи çĕрлехи каç тĕттĕм. Пăхатăп та атте социаллă сетьре телефонпа ларать. Шăнкăравласа ятăм. Çĕрулми, тырă анисене сухалать иккен. Ыйхă килмест, тет. Вĕсене те мĕн чухлĕ пăшăрхану кÿретпĕр ĕнтĕ.

Анне кашни гуманитари пулăшăвĕпе пыракансенчен кукăль, çăкăр, капăртма, шăрттан таранччен хатĕрлесе ăсатать. Ÿстернĕ кăвакалпа чăххине те пирĕн пата çитерме тăрăшать,— тет Валентин.

Кил ăшши СВОна çитни — пысăк хавхалану. Анат Туçаран Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнчен Леонид Валерьевич çĕрулми, купăста, ытти апат-çимĕç çитерни те паха. Туçа чиркĕвĕнчен те тăтăш каять гуманитари пулăшăвĕ. Тавах вĕсене çакăншăн. «СВОи Батыревский» ушкăн та çул хывнă вĕсем патне. Япаласем чăнах та пĕри те ытлашши мар. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра носки таранччен кирлĕ. Пылчăклă, йĕпе япаласене çума та, типĕтме те условисем тивĕçтермеççĕ-çке.

«Ырă чунлă çынсем Украинăра та пур. Тепĕр чухне «сухпаек» çиесех те килмест. Пĕр фермерпа туслашрăмăр. Ыттисем пек снаряд сассинчен, мина çурăлнинчен, пилотсăр вĕçекен аппаратсенчен сехĕрленсе аякка тухса тарман. Подвалĕнчех бройлер ĕрчететчĕ. Пире какайпа тивĕçтеретчĕ. «Çийĕр, çийĕр. Сирĕн çирĕп вăй-халлă пулмалла. Ман кама çитерес вĕсене»,— тетчĕ.

«Пирĕн пурте йĕркеллех»,— теме пăхать кашнийĕнчех Валентин Владимирович. Çапла пултăрах. Раççей Федерацийĕн хÿтĕлев министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Ятарлă çар операцийĕн участникĕ» медале тата 4-мĕш степеньлĕ Святой Георги орденĕн знакне тивĕçлипе панă салтака. Ашшĕпе амăшĕ патне Тав çырăвĕсем те килсех тăраççĕ.

«Сывлăш-çар десантĕнче службăра пулнисем «Пирĕнсĕр пуçне кам» чĕнÿпе пурăнаççĕ. Пирĕн ăрăва тăсакансем те хăйсен служба тивĕçне унпа çыхăнтарнисем, Тăван çĕршывăн тăнăç пурнăçне паянхи кун хÿтĕлекенсем пур. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçре эпир те çаплах калатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине манăн мăн асатте те хутшăннă. Медале тивĕçнĕ. Йăх юнĕ манра та чупать. Çĕнтерÿпе таврăнатпăрах. Ачасем, тăвансем, ял-йыш мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнтăр. Синкерлĕ çар операцийĕ частарах вĕçлентĕр. Эпир хамăртан мĕн килнине тăватпăрах»,— тет Кивĕ Ахпÿрт хастарĕ Валентин Капитонов.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика