«Чăннипех те ырăран та ырă çын вăл. Пĕр çынра çавăн чухлĕ пархатарлă ен вырнаçнине эпир нихçан та курман»,—терĕç мана Патăрьел тăрăхĕнчи Турханта пурăнакан Анатолий Валентинович Кольцов çинчен ял çыннисем.
«Тухтăр вăл ĕмĕр тăрăшшĕпех волонтер. Хуть те мĕнле лару-тăрура та унăн чи малтан йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшмалла...»
Эпĕ те çак хушамата Турхан тăрăхĕнчи çынсенчен нумай хутчен илтнĕ. Нумаях пулмасть çак ял тăрăхĕнче пурăнакан Александра Ершова ман пата вĕсен ял çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли çуллахи вăхăтра милĕк хатĕрлени, ик çĕр мăшăр милĕке салтаксем патне ăсатни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çав вăхăтрах 2023 çултанпа 600е яхăн хÿтĕлев çетки, 700е яхăн окоп çурти шăратса ятарлă çар операцине парса яни, çак ĕçсене йĕркелесе пыма йăлтах ял тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пыни çинчен асăнчĕ.
Эпĕ тухтăртан вăл чирлисемпе ĕçленисĕр пуçне волонтер ĕçĕсене туса пыма епле ĕлкĕрни çинчен ыйтрăм.
— Турханти больницăра 2000 çулта ĕçлеме тытăнсанах волонтер ĕçне «кÿлĕнтĕм». Хам кăна мар, ачасене те явăçтарнă. Ял хушшинче сахал-им ватăсем. сусăр çынсем? Нумайăшĕн кÿршĕ-аршисĕр пуçне тăван-пĕтенĕ те çук. Чи малтан çавсене пулăшнинчен тытăннăччĕ. Малтан хамăн ачасемпе çавна туса пыраттăмăр. Унтан пĕр урамра пурăнакан ачасене явăçтартăмăр, каярах — ытти шкул ачисене. Анчах официаллă майпа пĕрлешменччĕ-ха. 2017 çултан пуçласа эпир официаллă майпах пĕрремĕш хут хамăр республикăри чăн-чăн волонтер юхăмне пуçарса ятăмăр. Паллах, манăн чи малтанхи вăхăтра тĕп тĕллев ватăсемпе сусăрсене е çул çитмен ачасене пулăшу парассиччĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан пĕрремĕш кунранпах пирĕн ачасем вĕсене пулăшассине йĕркелерĕç. Аслисемпе пĕрле хÿтĕлев çеткисем çыхаççĕ, окоп çуртисем шăратаççĕ. Пĕлтĕр госпитальте сывалакан салтаксем çимĕç ыйтсан пĕр шухăшсăрах тимĕр-тăмăр пухса укçа тума шутларĕç. Çав укçапа пылак çимĕçсем, конфетпа печени, 300 ытла килограмм пылак туянса парса ятăмăр, — кăмăлтан каласа парать Анатолий Кольцов.
Çак ушкăна çÿрекен ачасемпе те калаçма май килчĕ. Алексей Самарин Турхан шкулĕнчи 9 класра вĕренет, аван ĕлкĕрсе пырать. Епле майпа çак ушкăна лекни çинчен ыйтсан, вăл çапла хуравларĕ: «Пирĕн шкулти ачасем нумайăшĕ «Айтăр пĕрле» волонтерсен ушкăнĕнче тăраççĕ. Тахçанах йĕркеленĕ çак ушкăна. Унта малтан пиртен аслăрах ачасем те çÿренĕ. Пушă вăхăтра е уроксем хыççăн çак ушкăн ял халăхне нумай ĕç тума пулăшать. Килте пирĕн атте-анне те эпир çапла аслисене пулăшу панăшăн мухтать. Çывăх юлташ - Дима Кольцов волонтерсен ушкăнне ертсе пырать. Шкулта та питĕ лайăх вĕренет. Пире Димăпа иксĕмĕре пултаруллă пулнăшăн Мускав облаçĕнчи Чехов хулинчен «Чеховская Кашеварочка» волонтерсен ушкăнĕ Тав çырăвĕ те çырса янăччĕ. Хÿтĕлев министерстви те Хисеп хучĕ парса чысланăччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ те çитрĕ. Ку та пире çав тери хавхалантарчĕ. Пире Анатолий Валентинович ертсе пырать.Вăл питĕ пултаруллă çын»,- тесе каласа пачĕ Алеша.
Анатолий Валентинович хăйне мухтанине юратмасть. Пур ĕçе те волонтерсем тăваççĕ, волонтерсем хутшăнаççĕ, — тет сăпайлăн çеç виçĕ ача ашшĕ, кăтартуллă çемье пуçлăхĕ, хастар общественник, ырă чĕреллĕ тухтăр.
Валентина ЯКОВЛЕВА
Март 2026 |
