Сире професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕпе – саламлатăп!
Эсир хăвăра пархатарлă та яваплă ĕçпе çыхăнтарнă, вăл професси енчен тарăн пĕлÿллĕ пулнине кăна мар, чун пахалăхĕсемпе пуян тата чуна парса ĕçлеме ыйтать.
Эсир хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе Чăваш Ен халăхĕн — пирĕн регионăн тĕп пуянлăхĕн — пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассине калама çук пысăк тÿпе хыватăр.
Паянхи çăмăл мар условисенче республикăри медицинăн пур организацийĕ çине хушма тиев, пысăк яваплăх йăтăнса анчĕ. Суйласа илнĕ ĕçĕре парăнса пурнăçланăшăн, халăха пулăшма тăрăшнăшăн, ырă кăмăлăршăн, чăтăмлăхăршăн тата çирĕплĕхĕршĕн тав тăватăп.
Сирĕн чун ăшши малашне те çынсене вĕсен инкекĕсене çĕнтерсе пыма, ыранхи куншăн шанăç кÿме пулăштăр. Пуçăннă пур ĕçĕрте те ăнăçу юнашар çÿретĕр! Сире тата çывăх çыннăрсене телейпе ырлăх сунатăп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн
тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев
Уважаемые работники здравоохранения!
Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем медицинского работника!
Вы посвятили себя благородному и ответственному делу, которое требует глубоких профессиональных знаний, особых душевных качеств и колоссальной самоотдачи.
Своей ежедневной работой вы вносите бесценный вклад в сохранение жизни и здоровья населения Чувашии – в главное богатство нашего региона.
В нынешних непростых условиях на все медицинские организации республики легла дополнительная нагрузка и большая ответственность.
Примите благодарность за вашу преданность избранному делу, отзывчивость и милосердие, терпение и выдержку.
Пусть ваше душевное тепло и дальше служит людям и помогает им преодолевать недуги, вселяя уверенность в завтрашнем дне. Пусть успех сопутствует вам во всех начинаниях! Желаю вам и вашим близким счастья и благополучия.
Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |