Чăваш Республикин налук органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Налук службин органĕсем патшалăх аталанăвĕнче тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнаççĕ. Патшалăхăн ытти тытăмĕпе çыхăнса ĕçленĕ тата пурнăçăн мĕн пур сферине пырса тивнĕ май Раççей ФНСĕ тата унăн регионсенчи подразделенийĕсем мĕн пур шайри бюджетсене йĕркелеме хутшăнаççĕ, малалли аталану никĕсне хываççĕ, граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлама тата правăна пăсассине пӳлме пулăшаççĕ.
Служба ĕçченĕсем предпринимательсен хастарлăхне упрассине тата республикăри ĕçлĕ климата çирĕплетессине курăмлă тӳпе хываççĕ. Электрон сервиссем пысăк хăвăртлăхпа аталанни тата налук тӳлекенсемпе тимлĕ пулни налук администрированийĕн пахалăхĕпе уççăнлăхне ырă витĕм кӳреççĕ, чи кирли – общество налук тытăмне шанассине çирĕплетеççĕ.
Кризис пулăмĕсене пăхмасăр Чăваш Енре бюджета налуксемпе тивĕçтересси ăнăçлă пурнăçланать. Кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне 39,5 миллиард тенкĕлĕх налук тупăшĕ кĕнĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 19,7% пысăкрах. Эпир йăлана тытса пырса НДФЛ, акцизсен, çĕр налукĕн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи виçĕ лидер шутне кĕретпĕр.
Налук органĕсен специалисчĕсене пĕтĕм чунтан сывлăх, ырлăх, ĕçре çитĕнӳсем, общество, бизнес тата патшалăх интересĕсене тĕпе хурса службăна аталантарса пыма сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
Уважаемые работники и ветераны налоговых органов Чувашской Республики!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Органы налоговой службы занимают одно из ведущих мест в развитии государства. Взаимодействуя с другими государственными структурами и охватывая все сферы жизни, ФНС России и её подразделения в регионах участвуют в формировании бюджетов всех уровней, создают основу для дальнейшего развития и выполнения социальных обязательств перед гражданами, помогают выявлять и пресекать различного рода правонарушения.
Работники службы вносят важный вклад в сохранение предпринимательской активности и поддержание комфортного делового климата в республике. Стремительное развитие электронных сервисов и внимательное отношение к налогоплательщикам повышают качество и прозрачность налогового администрирования, а главное — укрепляют общественное доверие к налоговой системе.
Несмотря на все кризисные явления, в Чувашии стабильно обеспечивается поступление налоговых доходов в бюджет. По состоянию на 1 ноября текущего года в консолидированный бюджет Чувашской Республики поступило 39,5 млрд рублей налоговых доходов, что на 19,7% больше аналогичного периода прошлого года. При этом мы традиционно входим в тройку лидеров ПФО по темпам роста НДФЛ, акцизов, земельного налога.
От всего сердца желаю специалистам налоговых органов здоровья, благополучия, успехов в делах и дальнейшего развития службы в интересах общества, бизнеса и государства!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |