Асар-писер тăман хăрушлăх кăларса тăратман

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2019, 14:31 Просмотров: 256

КĂРЛАЧĂН 16-мĕшĕнче районта кунĕпех юр вĕçтерчĕ, тăман çавăрттарчĕ. Ĕç вĕçленичченех вăл утма çулсене, аслă урамсемпе тăкăрлăксене хỹсе лартрĕ. Çак кунхинех тата тепĕр кун ирпе-ирех район, республика, ял тăрăх территоринчи çулсене пăхса тăракан яваплă организацисен техникисем ĕçе пикеннĕ, çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă йывăрлăха вăхăтра парăнтарнă, нимĕнле пăтăрмах тата инкек-синкек те пулман. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Г. Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, шкул автобусĕсем те, ирхине пĕрремĕш рейса тухакан пассажирсен транспорчĕсем те яланхи кун йĕркипех ĕçе пикеннĕ. Ĕнерех ял тăрăхĕсенче Кăшарни валли вак каснă вырăн патне каякан çулсене юртан тасатнă, халăха кĕрсе-тухма кирлĕ услови туса панă.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика