Çырăва тỹрĕ эфирта трансляцилеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2019, 14:37 Просмотров: 353

Январĕн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарать.

Çырура регион стратеги çул-йĕрне, Правительство, Патшалăх Канашĕн, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртнă ĕçсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕре палăртни тĕп вырăн йышăнĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе документа хатĕрленĕ чухне Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен тата граждан обществин ытти институчĕсен представителĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

Сумлă мероприятие Чă-ваш Ен Наци телекуравĕ- пе тата радиовĕпе, çавăн пекех Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕн сай- тĕнче чăн вăхăт тытăмĕнче трансляцилеççĕ.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика