Килĕрех, курăрах - курмалли кунта пурах!

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2019, 14:58 Просмотров: 351

Хальхи вăхăтра вырăнти муниципалитетсенче граждансен пухăвĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче район центрĕнче пурăнакансем Патăрьел ял тăрăхĕн 2018 çулхи пурнăçĕпе аталанăвне, ял халăхĕн ырлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, пĕрлех малашнехи тĕллевсене сỹтсе яврĕç.

Юлашки çулсенче район центрĕ чылай çĕнелсе улшăнчĕ, капăрланчĕ, хăтлăланчĕ. Иртнĕ çул çеç ял инфратытăмне аталантарас, урамсене, коммуналлă çурт таврашĕсене хăтлăх кỹртес, çулсене тирпейлес, граждансен ытти ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă, тĕрлĕ шайри программăна пурнăçа кĕртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков хăйĕн докладĕнче вĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Кунта уйрăм хуçалăхпа, патшалăх çурчĕсенче пурăнакансем те пур. Урăхла каласан, ял условине те, хула хăтлăхне те шута илсе ĕçлеме тивет. Çакă вара паянхи кун начар мар пулса пырать. Пĕлтĕр çеç нумай хваттерлĕ патшалăх çурчĕсене тĕпрен юсамалли тата çурт таврашне тирпей-илем кĕртмелли программăпа республика бюджетĕнчи субсидие тата вырăнти бюджет укçисене пĕрлештерсе Ленин проспектĕнчи 43, 45 тата Мичурин урамĕнчи 16, 18-мĕш çуртсене пыракан çулсене, вĕсен йĕри-таврашне тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Çак тĕллевпе тата 8 картиш территорине тивĕçлĕ шая çитермелле.

Район центрĕнче 30 урам. Паянхи кун вĕсенче пуринче те çатма пек çул мар, паллах. Çапах ял администрацийĕ çулсеренех вĕсене йĕркене кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр Славянская урама çул сарма республика бюджетĕнчен 2 миллион та 800 пин, вырăнти хыснаран 300 пин тенкĕ укçа-тенкĕ кайнă. Унсăр пуçне Талвир, Молодежная, Калинин, Табаков, Ленин, Южный урамсенчи шăтăк-путăксене те сапланă.

Яла хальхи хула хăтлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе пĕлтĕр çеç виçĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ: Карла Маркс урамĕнчи 63 тата 64-мĕш çуртсен таврашĕнче 1 миллион та 296 пин тенкĕлĕх, Кепе юханшывĕн çыран хĕррине тирпей-илем, хăтлăх кĕртме 3 миллион та 820 тенкĕлĕх укçа-тенкĕ кайнă. Советская урамри "Юбилейный" скверпа юнашар 40 автомашина лартмалли парковка та ятарлă программăпах пурнăçланнă. Кунсăр пуçне поселени вăйĕпе Советская урамри 172, 173, 174-мĕш çуртсен территоринче ача-пăча площадкине хута янă, Гагарин урамĕнче, Ленин проспектĕнче, кану паркĕнче йывăçсем лартнă, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăтăшах субботниксем йĕркеленĕ тата ытти те.Ял инфратытăмне çĕнетес тĕлĕшпе кăçал та ĕмĕт-тĕллев пĕчĕк пулманнине пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Геннадьевич хăйĕн докладĕнче. Вăл ытти ĕçсем пирки те пайăрлă чарăнса тăчĕ. Акă, Киров, Ленин, Дружба урамĕсенчи уйрăм çуртсене централизациленĕ шыв системипе çыхăнтарнă, капиталлă юсав программипе Ленин проспектĕнчи 53-мĕш çурт тăррине улăштарнă тата ытти те. Паян каçхи Патăрьел урамĕсем хулари евĕр çутăпа савăнтарни, ял территорийĕнче пурăнакан граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 16 видеосăнав камерине вырнаçтарни чăн малтан халăха лăпкă та тăнăç пурнăçпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Хальхи вăхăтра пурне те канăç паман ыйтусенчен пĕри - пирĕн республикăра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке "старт" илни. Çак ыйту граждансен пухăвне çивĕчлетессине сиссех-тĕр, докладчик 2018 çулта ку тĕлĕшпе ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕплĕн каласа хăварчĕ. Пĕлтĕр ял тăрăхĕ тепĕр 60 контейнер туяннă. Ял территоринче коммуналлă каяшсене пуçтармалли 110 точкăна çирĕплетнĕ, вĕсенчен 58-шĕ патшалăх çурчĕсен, 52-шĕ уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен территорийĕсенче. Ăна "Полигон" пĕрлешỹ эрнере виçĕ хутчен пуçтарса çỹрет. Чăнах та кĕтнĕ пекех, пухăва хутшăннисем хытă каяшпа çыхăннă ыйтăва чăн малтан хускатрĕç. Пĕрисене унăн хакĕ, теприсене çĕнĕлĕхĕн йĕрки, виççĕмĕшсене экологи ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ пăшăрхантарчĕ. "МКВ "Экоцентр" пĕрлешỹ представителĕ те пухăва хутшăннине кура граждансем пăшăрхантаракан ытти ыйтăва та пайăрлатрĕç.

Пухура РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ Алексей Шакаев йĕрке хуралĕнчи иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ, тĕллевсене палăртрĕ.

Ял аталанăвĕ, çĕнелĕвĕ, малашлăхĕ вырăнти администраци пуçлăхĕн çаврăнăçулăхĕнчен, вăл депутатсемпе, халăхпа, общественность представителĕсемпе, район ертỹçисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен нумай килет. Ĕçре çитменлĕхсĕр пулмасть пулин те, Патăрьел ял тăрăхĕ паян ыттисемшĕн чылай енĕпе кăтартуллине палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова. 2018 çулхи экономика кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе те вĕсем районти ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

А. ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика