Сывлăх – чи паха тупра

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2019, 09:48 Просмотров: 288

 

Республикăри онкологи клиника диспансерĕнче ирттернĕ пресс-тур вăхăтĕнче ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ, Сергей Агафонкин онколог иртнĕ çулăн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Сергей Александрович каласа панинчен çакă паллă: усал шыçăсемпе чирлес енĕпе Чăваш Республикин кăтартăвĕ, ытти регионсемпе танлаштарсан, малти вырăнта мар. Апла пулин те унпа асапланакансен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Ку енĕпе онкологи диспансерĕ тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртет. Акă, пĕлтĕр асăннă учреждени врачĕсем 21 района 33 хут тухса 841 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 30-шĕн усал шыçă аталанма пултарнине палăртнă. Çĕнĕрен тĕрĕсленĕ хыççăн 19-шĕн диагнозĕ çирĕпленнĕ. Тепĕр проект — «Маммологи онкопатрулĕ». Пиллĕкмĕш çул пурнăçа кĕрет вăл республикăра. Вăл 15 пин хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеме май панă. Унсăр пуçне Уçă алăксен кунĕсене, Арçын сывлăхĕн кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул усал шыçă аталанма пуçланине тупса палăртасси 55,7 процента çитнĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика