"Çывăха усал сăмах ярас марччĕ, Хамăртан ырă ят çеç хăварасчĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 19.02.2019, 11:35 Просмотров: 314

Çак йĕркесене час-часах ĕнĕрлет Шăхачри В. Осипова-Шербигина. Февралĕн 11-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарчĕ.

Ытла та тертлĕ пулнă Варвара Мефодьевнăн пурнăçĕ. 2 çулта чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕ алла хĕçпăшал тытнă. Çав ỹсĕмрисен выçлăха та, сивве те чăтса ирттерме тивнĕ. Çавăнпах-тăр Вартюç çирĕп ача пулса çитĕннĕ. Шăллĕшĕн те тĕслĕх пулнă. Амăшĕн сывлăхĕ япăхланнăран хĕрĕн çамрăклах ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Варвара 7 класс хыççăн Улатăр районне çăкăр пĕçернĕ çĕре ĕçе вырнаçнă. Яла çуран эрнере пĕрре апат- çимĕç леçме килнĕ. Шел, амăшĕ 48 çултах пурнăçран уйрăлнă. Шăллĕ вара тĕнчене тухса кайнă та паянхи кун та хыпар çук.

Шăнкăр-шăнкăр саслă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чипер хĕре ял каччи Николай Петрович куç хывнă. 1962 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Шербигинсем çемье çавăрнă. 2 ывăлпа хĕр çуратнă вĕсем. Анчах 7 çултан мăшăрĕ сарăмсăр вилет. Вартюçшăн хĕвел те сỹннĕн туйăннă. 7ри, 6ри тата 4ри ачисем çурма тăлăха юлнă. Куççуль, аса илỹ, çывăрман каçсем... Колхозра вăй хунă Варвара Мефодьевна. Пĕр ĕçрен те юлман. Тырă вырнă, утă çулнă, вăрман каснă, Йĕпреçе тырă леçме лашапа çỹренĕ, çул тунă çĕре хутшăннă.

Тепре качча тухсан ывăл çуратнă. Мăшăрĕ каллех вилнĕ.

1972 çулта хĕрарăм Шăхач ялĕнче çăкăр пĕçерме пикенет. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çакăнта вăй хурать. Мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшать. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсене хăйне ăнланнăшăн, пулăшнăшăн паянхи кун та тав тăвать.

Варвара Мефодьевнăн сумлă ĕçне Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе хакланă. Ăна ял çынни те, кỹрши-арши те сума сăвать. Çамрăкпа çамрăкла, ватăпа ватăлла калаçма пĕлнишĕн кăмăллаççĕ.

Вăрăм каçсене чăлха-нуски çыхса кĕскетет ĕç ветеранĕ. Вĕсене тус-юлташне, тăванне парне кỹрет. Çынна пулăшассине мала хурать. Ал-ура сыпписене вырнаçтарса лартма ăста.

Варвара Мефодьевнăн 8 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук. Аслă ывăлĕпе кĕçĕнни Мускавра тĕпленнĕ. Техникум хыççăн строительство енĕпе ĕçлеççĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ полицинче ĕçлесе пенсие кайнă. Амăшĕ унăн çемйипе пурăнать. Хĕрĕ яла качча тухнă.

"Телейлĕ эпир. Хамăр асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулсан та аннен ырă канашĕсене ăша илетпĕр. Ача чухнехи йăнăшсемшĕн, кулянтарнăшăн, çĕрĕпе куç хупман каçсемшĕн каçару ыйтатпăр. Çĕре çити пуç тайса малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх сунатпăр. Юбилей ячĕпе саламласа уншăн ватлăхра çирĕп тĕрев пулнине пĕлтеретпĕр",- теççĕ ачисем. (435).

Яндекс.Метрика