Асра юлĕ эрне

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:26 Просмотров: 418

Раççей Президенчĕ В. Путин хăйĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2019 çула Театр çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çавна шута илсе Туçари вăтам шкулти О.Табакова, А.Мулюкова, Р. Ямалетдинова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем эрнене шăпах ăна халалларĕç те. Ачасене театр историйĕпе тата унăн илемлĕхĕпе паллаштарма тĕллев тытрĕç. 5-9 класра вĕренекенсемпе театрăн тĕлĕнмелле тĕнчинче пулса курчĕç, терминĕсемпе паллашрĕç, артистсен ролĕсене калăпларĕç, театрта хăйсене еплерех тытмалли çинчен калаçрĕç. Видеороликсем пăхрĕç.

Вырăссен паллă писатель-поэчĕсен, М. В. Лермонтовпа Н. В. Гоголĕн пултарулăхне тĕпчесе, тăххăрмĕшсемпе тренинг иртрĕ. Тĕрĕс те тулли хурав парассишĕн вĕренекенсен авторсен чылай хайлавĕсене çĕнĕрен аса илме тиврĕ. Пуçтарма май пур 36 балран 33 пухса К. Быков çĕнтерчĕ.

Кĕнекесенче курăнман артистсемпе тĕл пулатпăр пулсан, сцена çинче вара курăнаканнисемпе. Шкул библиотекинче эрне тăршшĕпех театр тата сцена ăстисем çинчен çырнă литературăсенчен йĕркеленĕ "Его величество Театр!" выставка ĕçлерĕ. Вĕсемпе чи пĕрремĕш паллашакансем саккăрмĕшсем пулчĕç. А. Глинкина библиотекарь выставкăпа паллаштарнă май ирттернĕ калаçура Ю. Горшкова, А. Солдатова, А. Пласкина, Г. Беззубов уйрăмах палăрчĕç.

Эрне вăхăтĕнче, тăххăрмĕшсем, вырăс чĕлхипе ирттернĕ уçă урокра пăхăнуллă хутлă предложени çинчен мĕн пĕлнине тĕпчев ĕçĕ çырса çирĕплетсе тата пĕтĕмлетсе пачĕç. Урокăн тĕллевне пурнăçлама вырăссен паллă поэчĕн, композиторĕн тата актерĕн В. Высоцкин пултарулăхĕ пулăшрĕ. Ачасем юрăсенчи предложенисене çырса илсе пăхса тухрĕç. Урока пахалама Çĕнĕ Ахпỹртрен тата Кивĕ Ахпỹртрен килнĕ хăнасем те вĕренекенсемпе пĕрле вăл шăрантаракан "Я не люблю" кĕвве хумханса итлерĕç. Кашнийĕ поэт тỹрĕ кăмăллă пулнине, суя йăпăлтатупа тĕрĕсмарлăха курайманнине, çынлăхлă пулма тăрăшнине, Тăван çĕршывшăн, Раççейшĕн парăнса ĕçлемеллине вĕрентнине туйса илчĕ.

Эрнен юлашки кунĕ вара чăннипех те уява çаврăнчĕ. Литература тĕпелне артистсемпе куракансене пуçтарма çăмăлах пулмарĕ. Йĕркелỹçĕсен 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи вырăс писателĕсен пултарулăхĕпе, фольклорпа паллашма тиврĕ. Хăнасене тĕпеле чĕнекенсенчен пĕри - Пеппи вăрăм чăлха тата ăна пулăшакансем Петрушкăпа Юмахçă сцена çине тухсан зал шăпланчĕ. Вĕсем куракансене чăннипех те хаваслă уяв пуласса шантарчĕç. 5-11 классем пĕрин хыççăн тепри сцена çине васкарĕç.

Çиччĕмĕшсем ĕлĕк ял-хула тăрăх халăха култарса упа çавăтса çỹренĕ чухнехи актерсене: юрăçсене, ташăçсене, акробатсене, фокусниксене çаврăнчĕç.

5-6 класра вĕренекенсем Самуил Маршакăн "Кушак çурчĕ" юмаха çĕнĕлле сĕм кĕртсе кăтартса пачĕç. Паянхи кушакăн килĕ-çурчĕ те, тăхăнакан тумĕ те урăхла иккен. Чи интересли вара - аллисенче пурин те кĕсье телефонĕ. Пушар сỹнтерекенсем те паянхи техникăпа усă курса хăвăрт та вашават ĕçлеççĕ.

Вуннăмĕшсем Д. И. Фонвизинăн "Недоросль" комедийĕн пĕр сыпăкне вылярĕç.

Эрне уявне пукане театрĕн артисчĕсем - çиччĕмĕшсем килсе çитрĕç. Вĕсем вырăс çыравçин Олеся Емельянован "Как кот в собаки нанимался" юптарăвне выляса пачĕç. Вĕсен аллисенчи геройсем чĕрĕ пекех туйăнчĕç.

Хыççăнах куракансем М. Лермонтовăн "Княжна Мэри" произведенийĕнчи сăнарсемпе паллашрĕç. 9 тата 11 класра вĕренекенсем вальс çеммипе çаврăнчĕç.

Театра çỹрени чи пысăк савăнăç. Ун çинчен ăшă та асамлă сăмахсем чылай калама пулать. Эрне тăршшĕпе пуçтарăннă пĕлỹлĕх тата уяв шăпах çавна кăтартса пачĕ те.

А. КУЗНЕЦОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика