Тивĕçлĕ воспитани тата ача малашлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:28 Просмотров: 316

Район админстрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕпе тата вĕсен правине хỹтĕлессипе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕ Николай Осипов хутшăнчĕ. Ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ- финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи малтанхи ыйтупа çул çитмен ачасен шăпипе çыхăннă 6 административлă ĕç пăхса тухрĕç, пуринпе те саккунпа килĕшỹллĕн йышăну турĕç. Протоколсенчен ытларахăшĕ ашшĕ-амăшĕ-пе çыхăннăскерсем. Вĕсем ачисене килте кирлĕ пек пăхмаççĕ, пĕлỹ парас тĕлĕшпе кирлĕ пек витĕм кỹмеççĕ тата ытти те.

Комисси ларăвĕнче район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Вероника Кузнецова çул çитмен ачасен кану тата пушă вăхăтне мĕнле ирттерес, çул çитмен ачасене ар хутшăнăвне кĕрессинчен профилактика ĕçне йĕркелес ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Комисси ларăвĕнчех профилактика субъекчĕсен çул çитмен ачасене воспитани парас ĕçре хăйсен яваплăхне ỹстерсе ĕçлемеллине çивĕчлетрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика