Паян çул çитмен ача сывă та тĕреклĕ, телейлĕ, ăслă-тăнлă та йĕркене çирĕп пăхăнакан гражданин пулса çитĕнтĕр тесен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех вĕрентекенсен те, общественнăçăн та, профилактика тĕлĕшпе ĕçлекен ытти субъектсен те пикенсех ĕçлеме тивет.
Паллах, çак ĕçре РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ те çул çитмен ачасем хушшинчи лару-тăрăва йĕркелесе пырать, ачасем право ыйтăвĕпе çыхăннă преступлени тăвасран мĕн пур майсемпе асăрхаттарать, сахал мар профилактика ĕçĕ ирттерет. Ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕсĕр, пулăшăвĕсĕр, çемьери йывăр лару-тăрура ỹсекен кашни ача пирĕн пайра шутра тăрать. Вĕсене çул çитмен ачасен правине хỹтĕ-лес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухатпăр, май пур таран çемьене, тĕрĕс мар çул çине тăнă ачана пулăшу пама тăрăшатпăр.
Ватăсем ачана сак урлă выртнă чухнех тивĕçлĕ ăс пама вĕрентнĕ. Çавăнпа та çул çитменнисем преступлени çулĕ çине ан тăтăр тесен чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн пепкишĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмелле мар, вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла, ырăпа усала уйăрма, пушă вăхăта усăллă ирттерме вĕрентмелле. Ку тĕлĕшпе район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмăн инспекторĕсем оперативлă профилактика мероприятийĕсемпе тăтăшах шкулсене тухса çỹреççĕ, ачасемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Çулталăк тăршшĕпе "Полици тата ачасем", "Çул çитмен ача", "Условник" профилактика операцийĕсем темиçешер тапхăрпа та иртеççĕ.
Районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе ытти профилактика субъекчĕсем çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе сахал мар ĕç туса пыраççĕ пулсан та çулсеренех усал ĕç туса хуракансем, пакунлисен умĕнче явап тытакансем тупăнсах тăраççĕ. 2018 çулта çул çитмен 6 ача преступлени тунă. Маларахри çулта çак сăлтавпа пилĕк ĕç пуçарнă (20 процент ỹснĕ).
Преступлени тăвакансене тĕрлĕ сăлтавпа айăпланă. Вĕсенчен икĕ тĕслĕхĕ- Патăрьелĕнчи агротехникумран. Пĕр арçын ача "Айфон 5" телефон вăрланă, çул çитмен хĕрача теприне "мобильный банк" урлă укçа куçарнă чухне 11000 тенкине йăкăртнă. Уголовлă ĕç пуçарнисем хушшинчех "Мир" хуçалăхри фермăран алюмини флягăна вăрланă, "Ирек" кафе умĕнче арçын ача пĕр хĕрарăмран 15 пин тенкĕ кăларса илнĕ, "Чăвашпичет" киоскĕнчен икĕ пуçтах 18530 пин тенкĕлĕх тавар вăрласа тухса сиен кỹнĕ, çул çитмен пĕр ача тата руль умне ỹсĕр ларса пакунлисен аллине çакланнă тĕслĕхсем.
Çакна та палăртса хăвармалла. Шута илнĕ преступленисенчен пилĕккĕшĕ обществăлла вырăнта пулнă (150 процент ỹснĕ). Çул çитмен ачасем ỹсĕрле преступлени тăвасси ỹсни те пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе кăçал пирĕн службăн тата витĕмлĕрех ĕçлеме тивĕ.
Цифрăсемпе фактсем
2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕнче 59 ашшĕ-амăшĕ профилактика учетĕнче тăрать, çак çемьесенче 140 ача çитĕнет;
иртнĕ çул 156 ашшĕпе амăшне РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе хăйсен ачине тивĕçлĕ воспитани паманшăн, 9-шне ачисем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн 20.22 статьяпа айăпланă;
çул çитмен ачасене эрех ĕçтернĕшĕн 17, чикарккă туртма явăçтарнăшăн 2 çынна айăпланă.
В. КУЗНЕЦОВА, район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ, полици подполковникĕ
Ноябрь 2024 |