СУЯ çур пурнăç текен ваттисен каларăшĕ суда каякан уголовлă ĕçшĕн пулăшу мар, преступление уçса парас ĕçре пысăк чăрмав çеç пулма пултарать. Çавăнпа та свидетельсемпе усал ĕçе тỹсекен çынсене патшалăх тата самоуправлени органĕсен работникĕсен хăйсен должноçĕпе усă курса саккун хуралçисем умĕнче улталама, суйма вĕрентмелле мар. Вăл уголовлă ĕçе вĕçне çитерме, судра тивĕçлĕ йышăну тума пулăшмĕ, чăрмав çеç кỹрĕ. Витĕм кỹрекен çынсем вара явап тытĕç.
Енчен те çакăн евĕр тĕслĕхсем тĕл пулсан, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи уголовлă шырав пайĕн 6-13-76, дежурство уйрăмне 6-14-92 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ районти йĕрке хуралçисем.
Ноябрь 2024 |