КУНРАН-КУН çуркунне хăйĕн ирĕкĕпе туллин усă курма пикенни сисĕнет. Хĕвел хăйĕн шевлипе кăтăкланипе, тавралăхри "шур кашма" куçран çухалма пикеннипе çеç мар. Иртнĕ эрнере пирĕн тăрăхра хура кураксем пуçласа сас пачĕç. Çунатлă туссем кăнтăртан вĕçсе килчĕç. "Присурский" çут çанталăк заповедникĕн сайтĕнче хĕл каçма шăтăксене пытаннă сăвăрсем те куçне уçни çинчен çырнă. Юр ирĕлсе типме ĕлкĕрнĕ вырăнсенче малтанхи çемьесем "разведкăна" тухса кĕме те ĕлкĕрнĕ-мĕн. Вĕсен ура йĕрĕсене уççăнах курма пулать. Пуш уйăхĕн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче сăвăрсем пурте тарăн ыйхăран вăранĕç.
Ноябрь 2024 |