Çăкăр-тăвар - хире-хирĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 09:34 Просмотров: 409

АСЛĂ ЧЕМЕНПЕ Тури Чакă çыннисем яла аякран концертпа килнĕ хыпара илтсен туххăмрах культура çуртне пуçтарăнаççĕ. Хальхинче те Тури Чакăри клуба Каçал тăрăхĕнчи "Шăхаль" эстрада ушкăнĕн пултарулăхне курса савăнма лăк тулли халăх килнĕ. Сцена ăстисем çулĕпе çамрăках мар пулин те хăйсен сассипе, янăравлă чăваш юррисемпе куракансене тыткăнланă. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ. Хăнасен умĕнче парăма юлас мар тесен Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи фольклор ансамблĕн те кỹршĕ района хăйĕн репертуарĕпе çитсе килмех тивĕ. Нумай пулмасть çеç комисси умĕнче халăх фольклор ушкăнĕн ятне хỹтĕ-ленĕ коллективăн та куракансем умне кăлармалли паха юрă-ташă сахал мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика