Ăса пула инкек

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 13:20 Просмотров: 325

Ял çынни йăлари хытă каяш мĕнне те пĕлмест. Мĕншĕн тесен вăл хăшне-пĕрне çунтарать, теприне çĕрмешкĕн тислĕк купи çине пăрахать, апат-çимĕç юлашкине выльăха парать.

2000 çулта Патăрьелĕнче çỹп-çапа михĕпе пуçтарма тытăнчĕç. 18 çулта эпĕ тăватă михĕ çеç тултартăм: контейнера пăрахма нимĕн те çук. Корвалол, валокардин тата ытти имçам савăчĕсĕр пуçне. Кивĕ хута, картона пуçтарсах тăраççĕ. Хам та пĕринче шăнкăравларăм та тỹрех килсе илсе кайрĕ. Укçа та парса хăварчĕ. Унсăр пуçне пластмасса та пухма каларĕ. Тимĕр-тăмăр пирки вара калама та кирлĕ мар. Урамра выртакан тутăхнă пăтана та, кивĕ сăрă банкине те пуçтаратăп. Вĕсене те илсе каяççĕ, аванах тỹлеççĕ. Акă, хамăр районти Турханта пурăнакан Анатолий Кольцов ачасене кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтарма хавхалантарать. Сутса тунă укçипе ялти ватăсене пулăшать. Вăрмарта пурăнакан Сергей Козлов та ырă ĕç тăвать: пластик бутылкăсем, пленкăсем пухать. Вĕсене турттарма транспорт çуккишĕн кулянать.

Çапла вара йăлари хытă каяш çук пулсан та ял çыннин квитанци тăрăх укçа тỹлесе тăмалла-им? Нухрата пурте юратаççĕ çав. Укçа тесен шапа та аллине тăсать имĕш.

Пурнăçра пуян пулса кураймарăм. Инкек-синкеке лекнĕ, вут-çулăма пула çунса кĕлленнĕ, Украинăран куçса килнĕ çынсене, çавăн пекех чиркỹ тума та яланах пулăшнă эпир. Акă икĕ кỹршĕ те инкек курчĕ. Вĕсене те пулăшса 1000-шер тенкĕ патăмăр. Çыннăн çакăн пек пулмалла та!

Ялсенче тирпей-илем кĕртесси йăлтах хамăртан килет. Ăна-кăна кам та пулин туса парасса кĕтмелле мар ялан. Эпир хамăр пурăнакан урама икĕ-виçĕ хутчен 2-3-шер пин тенкĕ пуçтарса вак чул сартăмăр. Иртнĕ çул каллех 1500-шер тенкĕ пухса тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Анчах та кĕвĕç чунлă çынсем пурри чăрмав кỹрет çав. Пĕрин урамĕ кăтартуллă пулнишĕн мĕншĕн вĕчĕрхенмелле?

Тепĕр тĕслĕх пирки те çырмасăр чăтаймастăп. Тĕп канализаци турĕç, эпир те явăçрăмăр. Вăл çулталăк ĕçлекелерĕ, кайран йăлтах тулса ларчĕ. Каяш шыв фонтан пек тапса тухрĕ. Халĕ миçе çул ĕнтĕ йĕркеллĕ ĕçлемест. Çуллахи вăхăтра урама тухма май çук, шăршă-маршă сăмсана çурать. Çак йĕркесĕр- лĕхе хăçан пĕтереççĕ-ши? Кунта çул тăвакансен айăпĕ те пур. Тăпрана хапха умĕнченех чавса çула хăпартрĕç, пỹрт умне кỹлĕ туса хăварчĕç. Ял хушшинче ун пек тума юраманнине куçранах каларăм, анчах усси пулмарĕ. Халĕ ял çынни район администрацийĕпе прокуратурăна çул хывать.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика