Тĕп ыйту - Çыру

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 13:42 Просмотров: 356

Мартăн 20-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çыру пулчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинче цифрăллă телекурав çине куçассине, çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессине, халăха çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине те хускатрĕç.

Информаци кунĕнче вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва Шупашкартан килнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, акционерсен "Агро-инвест" хупă обществин ĕç тăвакан директорĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Енри наци телерадиокомпани" автономи учрежденийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Александр Магарин, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев хутшăнчĕç, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе тухса каларĕç, кирлĕ информацисене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăх патне вăхăтра тата туллин çитермеллине асăнчĕç.

Ака-суха вăй илнĕ вăхăтрах, тĕрĕсрех каласан апрелĕн 15-мĕшĕччен, патшалăх шайĕнчи пысăк ыйтăва - вырăнти халăх тỹлевсĕр цифра телекуравĕпе усă курассине - татса памалла. Ура айне "шыв" киличчен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Унччен вара ял тăрăхĕсенче кашни киле çитсе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Çакнашкал ĕçе пурнăçлаймасан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аналоглă телеэфирпа усă куракансен (вĕсем 7 процент) телевизорĕсем апрелĕн 16-мĕшĕнчех кăтартмĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алевтина Куданова патшалăхăн çак программине пурнăçласси мĕнле шайра пынине анализ туса панă хыççăн Чăваш наци телерадиокомпанийĕн представителĕ Александр Магарин çак ыйтупа çыхăннă хăш-пĕр çĕнĕлĕхе уçăмлатрĕ.

- Патшалăх шайĕнчи программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе вырăнсенче паян-ыран пикенсе ĕçлемелле: пĕр çын та çак çĕнĕлĕх пирки ăнланмасăр ан юлтăр,- çивĕчлетрĕ калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн представителĕ Валерий Николаев çĕршывра РФ Президенчĕн Çырăвне пурнăçа кĕртсе пынă май пенси укçипе, ăна индексацилессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу пуçарнă хыççăн ял тăрăх пуçлăхĕсем пĕрин хыççăн тепри вырăнти граждансем хускатакан ыйтусене пайăрлатрĕç: малашне пенсие тухакансен балĕ, ĕç стажĕ мĕнле пулмалла, пенси укçине тивĕçменнисем тĕл пулаççĕ-и тата ытти те.

- Республикăра сахал пулин те çул çитсе пенсие тухакансенчен 7-8 çул стаж пуçтарманнисем те тĕл пулаççĕ. Вĕсен, паллах, пенси пулмасть. Ун пеккисен малашне стажшăн ĕçлемелле е тепĕр пилĕк çултан пенси илме тепĕр хут заявлени çырма тивĕ,- терĕ Валерий Петрович залра ларакансен ыйтăвне хуравласа.

Ака алăкран шаккиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх, экономика, пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Леонид Кузнецов пĕлтĕр апрелĕн 28-мĕшĕнче, виçĕмçул апрелĕн 18-мĕшĕнче çĕрсене хатĕрлеме тухнине пĕлтерчĕ. Леонид Валерьевич хăйĕн сăмахĕнче çуракине хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсем, малашлăх тĕллевсем пирки, уй-хир ĕçĕсене агротехника ыйтакан срокра пурнăçламаллине палăртрĕ.

Çанталăк ăшăтса пынă май, Информаци кунĕнче ялсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнас, уйрăмах шыв айне пулма пултаракан ялсенче ейỹ сарăлнă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярас ыйтусене те хускатрĕç.

Информаци кунне хутшăннисем Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи 42 хватттерлĕ виçĕ хутлă çуртăн никĕсне хывнă çĕре хутшăнчĕç. Обьекта "Энергострой" общество тăвать.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Константин Углев, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Пирĕн ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри пулнине пăхмасăр эпир кашни ялтах çынсем цифра телекуравĕ çине куçса юлччăр тесе ăнлантару ĕçĕсем çине тăрса ирттеретпĕр, халăх ыйтăвне туллин татса пама тăрăшатпăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика