МАРТ уйăхĕ ĕç ветеранĕсен пысăк юбилейĕсемпе пуян. Иртнĕ эрнере çеç Кивĕ Катекри хисеплĕ ĕç ветеранне 95 çулхи юбилейпе саламларĕç. Халĕ, акă, çак сăлтавпах Шăхачри А. Мрелькинăна паллă кунпа Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн салам сăмахĕсене çитернĕ, пархатарлă та ырми-канми ĕçшĕн, тỹрĕ кăмăлшăн тыл хастарĕ умĕнче пуç тайнă.
Александра Кузьминична пысăк çемьере çуралса воспитани илнĕ, килĕнче сак тулли саккăрăн çитĕннĕ. Асли пулнăран çап-çамрăклах хĕрача ури çине "ĕне" пуснă. Шура аппа вăрмантан лашапа вутă турттарнă, сухапуç та тытнă, алăпа тырă вырнă... Кинемей паян та нăйкăшмасть, пурнăçĕнчи йывăр вăхăтсене хурласа аса илмест. Иртнĕ çул 94 çулти ватă çемйипе пĕрле анкартинче çĕрулми те кăларнă-мĕн! Кăçал мĕнле пулĕ сывлăхĕ? Хăй пекех саккăрăн çитĕннĕ ывăл-хĕрне, 42 мăнукне кукамай-асанне паянхи пурнăçшăн Турра тав тума, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма çеç пехил парать. Унтан пахи мĕн пултăр çĕр çинче!
Ноябрь 2024 |