125 çул каялла патшалăх деятелĕ Михаил Степанович Евграфов (26.08.1894-13.08.1944) Сăкăтра çуралнă.
1907-1910 çулсенче М. Евграфов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, анчах чире пула пăрахма тивнĕ. 1914-1922 çулсенче Пăва уесчĕн вĕрентỹ органĕсенче ĕçленĕ. 1922-1923 çулсенче Патăрьел ВКП(б) уезд комитечĕн секретарĕ пулнă. 1925-1926 çулсенче коммунистла воспитани академийĕнче пĕлỹ пухнă. 1926-1930 çулсенче Чăваш АССРĕн Тĕп статистика управленийĕн управляющийĕ, 1930-1931 çулсенче республикăн Госплан председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ачасене вĕрентнĕ, каярахпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕн директорĕ пулнă.
М. Евграфов - Пĕтĕм Союзри Советсен 1-мĕш съезчĕн делегачĕ (1922 çулхи декабрь). 1937 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче арестленĕ, çак çулхинех декабрĕн 5-мĕшĕнче 10 çула тĕрмене хупмалла тунă. 1956 çулта унăн таса ятне тавăрнă.
х х х
60 çул каялла журналист, поэт, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1990), Пĕтĕм чăвашсен Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ (2001), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2008) Альбина Васильевна Любимова (Юрату) (25.08.1959) Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă.
А. Любимова - Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн выпускникĕ. Ĕç биографине çырма Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçатра пикеннĕ. 1983-1990 çулсенче - Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикин радиохаçачĕн редакторĕ, 1999-2004 çулсенче - Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен информаципе аналитика пайĕн аслă специалисчĕ, пресс-секретарĕ.
Альбина Любимова сăвă кĕнекисен авторĕ. Унăн сăввисемпе 50 ытла юрă кĕвĕленĕ. Тĕп кĕнекисем: "Эп сана юрататăп" ("Я тебя люблю"), "Любовь моя - боль моя", "Чĕрем витĕр иккĕн утас çул выртать..." ("Через сердце лежит путь для двоих"), "И многоточье ставлю я опять...", "Кĕтетĕп сана, килсем..." ("Жду тебя, приходи"), "Симĕс куçлă юратăвăм..." ("Зеленоглазая любовь"), "Я жить без тебя не могу..." тата ыттисем те.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |