Уявран - тулли кăмăлпа

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 09:59 Просмотров: 191

Августăн 24-мĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕ Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă уява хутшăнчĕ.

Атăл хĕрринче "Хăнасене тарават Чăваш Ен" фестивале хутшăнакан коллективсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кунтах республикăри районсем хăйсем туса кăларакан продукцисенчен хатĕрленĕ çимĕçсене ас тивме, алă ăстисен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Уява пухăннисене, фестивале хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе савăнтаракансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Кубăран килнĕ сумлă хăнасем тата ыттисем те саламларĕç.

Фестивальте хамăр тăрăхри, Тюмень, Пермь, Пушкăртстан, Саха-Якутирен, Мускав, Питĕр хулисенчен, ытти регионсенчен килнĕ 30 ытла команда, общество аталанăвĕн организацийĕсен представителĕсем чăваш апатне хатĕрлесе тĕлĕнтерчĕç, курма килнисене техĕмлĕ какай шỹрпипе сăйларĕç, çав вăхăтрах хăнасем чăваш халăхĕн апат-çимĕçне те пĕçерме хăнăхрĕç. Çак тĕллевпе ятарласа ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç.

Патăрьелсем культура мероприятийĕсенче çеç мар, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Оксана Вербина ирттернĕ массăллă зарядкăна та кăмăлтан хутшăнчĕç.

Раççейри сывлăш çар вăйĕсен "Вĕршĕнсем" авиаци ушкăнĕ сывлăшра тĕрлĕрен кăткăс фигура туса ярăннине пăхма та кăмăллă пулчĕ. Ăста пилотсем хăйсен професси маçтăрлăхĕпе куракансене тыткăнларĕç.

Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă уявран Патăрьелсем пысăк хавхаланупа таврăнчĕç.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика