Юрă саламĕ çĕр ĕçченне юлхавланма памĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:37 Просмотров: 190

Тăрăн ял тăрăхĕнчи "Савăнăç" агитбригада ушкăнĕ çулсеренех вырма вăхăтĕнче "Исток" çĕр ĕç фирмин уй-хир ĕçченĕсене, механизаторсене хăйсен концерт программипе савăнтарать. Хальхинче те сцена ăстисем вĕсене илемлĕ чăваш юррисене парнеленĕ, начар мар çитĕннĕ тыр-пула вăхăтра тата çухатусăр пуçтарса кĕртме сывлăх, пысăк ăнтăлу суннă. Культура ĕçченĕсен юрă саламĕ çĕр ĕç фирмин хастарĕсене юлхавланма памĕ, вăй-хăват тата пысăк хавхалану çеç кỹрĕ.

Сăмах май каласан, ырă та пархатарлă опыта ытти ял тăрăхĕсенче усă курни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика