Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:39 Просмотров: 270

Пирĕн ентеш, Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валентина Петровна Ситова "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ăна республикăри куракансем кăна мар, Раççейĕн урăх регионĕсенче пурăнакансем те вăл калăплакан сăнарсем урлă лайăх пĕлеççĕ. Спектакльсемпе Пушкăрт, Тутар Республикисене, Ульяновск облаçне тата ытти çĕре те çитнĕ. Пĕтĕм тĕнчери театр фестивалĕсене хутшăннă, Мускавра, Санкт-Петербургра тата ытти пысăк хуласенче гастрольсенче пулнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика