Мошенниксен çĕнĕ "проекчĕ" те ултавпах çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:42 Просмотров: 172

Мошенниксем хăйсен пайтишĕн çынсене чике тăршшĕ лартас тĕллевпе мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ-ши? Халĕ тата телефон çине ятарлă приложени уçма сĕнекенсем тупăннă-мĕн. Республикăри ШĔМĕн хыпарĕсенчен вĕсем çак меслетпе улталама ĕлкĕрни те тĕл пулнă. Акă, тĕп хулари пĕр каччă право хуралĕнче ĕçлекенсенчен пулăшу ыйтнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ун патне "банкăн хăрушсăрлăх тытăмĕнчен" тесе палламан çын шăнкăравланă. Çакскер ĕнентернĕ тăрăх, такамсем унăн картти çинчен укçа илесшĕн иккен. Ăна сыхласа хăварас тесен мошенник телефон çине ятарлă приложени вырнаçтарма сĕннĕ. Лешĕ вара нумай шутласа тăман - килĕшнĕ. Çакăн хыççăн кĕсье телелефонĕ çине темĕнле цифрăсем, кодсем килнĕ, çамрăк ăна çак çынна пĕлтернĕ. Нумай та вăхăт иртмен, унăн счечĕ çинчи 800 пин тенкĕ укçи çухалнă та. Çак меслетпех кỹршĕри Комсомольски районĕнчи пĕр хĕрарăм та улталаннă.

Ултавăн ури саккăр, теççĕ ваттисем. Усал шухăшлă çынсем сирĕн шанăçа ан кĕччĕр тесен вĕсенчен тỹрех пăрăнма тăрăшмалла. Электронлă енчĕк номерне никама та пĕлтермелле мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика