Çул çитмен ачасемшĕн - "комендант сехечĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:45 Просмотров: 280

Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн 18 çул тултарман ачасем каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен обществăлла вырăнта, вăл шутра урамра, стадионта, паркра е скверта тата ытти çĕрте те ашшĕ-амăшĕсĕр, аслисемсĕр çỹреме юрамасть. Урăхла каласан вĕсемшĕн çав вăхăт - "комендант сехечĕ" шутланать. Шел пулин те, çак йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулсах тăраççĕ. Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче те кун пек ĕçсене пăхса тухнă, ашшĕ-амăшне ачисене кирлĕ пек пăхса тăманшăн, тивĕçлĕ воспитани паманшăн явап тыттарнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика