Пĕлÿ кунĕ çывхарнă май вĕрентÿ объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту тĕп вырăнта пулнă та Чăваш Республикин антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларура. Штаб тата комисси членĕсем Çĕрпÿри 1-мĕш шкула пухăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева палăртнă тăрăх, шкулсенчи хăрушсăрлăха шанчăклă тивĕçтернĕ. Республикăри 901 вĕрентÿ организацийĕнчен 20-ĕшĕнче кăна тревога кнопкисем çук. 796 шкулта видеосистема вырнаçтарнă. Ыттисенче те пулать — оборудовани туянма 5 млн тенкĕ уйăрнă. Хăрушсăрлăха тивĕçтерме уйăракан укçа виçи çуллен пысăкланса пырать, кăçал çак тĕллевпе республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Ноябрь 2024 |