Федераци, регионсен  укçине шутланă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 10:46 Просмотров: 269

Шупашкарта Раççей финанс министерствин бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăхлатас, РФ субъекчĕсенчи бюджет процесĕсене йĕркелес енĕпе ялан ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртнĕ. Ĕç ушкăнĕн йышне Раççей Финанс министерствин представителĕсем тата темиçе регионăн финанс министрĕсем кĕреççĕ. Хăнасене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă. РФ Финанс министерствин Бюджетсен хушшинчи хутшăнусен департаменчĕн директорĕ Лариса Ерошкина хальхи вăхăтра çĕршывăн çитес çулхи бюджечĕн параметрĕсене çирĕплетес ĕç пынине палăртнă. ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă планĕпе паллаштарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика