Ăс-тăна лайăхлатма

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2019, 14:06 Просмотров: 320

1. Ăс-тăна лайăхлатма тĕрлĕ йышши белокпа пуян апат-çимĕç пулăшать. Аш-какайра, сĕт-турăхра, çăмартапа пулăра пуç мимине кирлĕ япаласем пур: фосфор, таурин, лецитин, витаминсемпе микроэлементсем. Кишĕр (уйрăмах пăшăхланине), аçтăрхан мăйăрĕ, банан çийĕр.

2. Шыв ытларах ĕçĕр. Кашни кунах 1,5-2 л шыв ĕçекен çынсен астăвăмĕ 3-4 стакан чейпе е кофĕпе çырлахакансенчен лайăхрах.

3. Кун пек чухне сиплĕ курăксем те аван пулăшаççĕ. Вĕрекен 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ хыр кăчки ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла, сивĕтмелле, сăрăхтармалла. Ăна кашни кун икĕ-виçĕ хут апат хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

4. Чи кирли - ăс-тăна лайăхлатма пуçа ĕçлеттерни: сканворд тупсăмне шырăр, сăвă-юрă вĕренĕр, шахматла (картла) выльăр, ют чĕлхе вĕренĕр.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика