Ашшĕпе ывăлĕ пĕр кунтах старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 11:55 Просмотров: 259

Треньелĕнчи Фроловсен çемйине районта та чылайăшĕ пĕлеççĕ-тĕр. Çемье пуçлăхĕ Михаил Васильевич çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Спорт ветеранĕ паян та сывă пурнăç йĕркине пăрахмасть. Августăн 24-мĕшĕнче вăл Мари Элта сăртлă-туллă вырăнта чупассипе Раççей шайĕнче йĕркеленĕ пысăк ăмăртăва хутшăнса финиша пиллĕкмĕш кĕнĕ. Çак кунхинех унăн ывăлĕ Кирилл Мускав облаçĕнчи "Вороново кубокĕшĕн" 5 çухрăма çуран утассипе старта тăрса пăхăр медале тивĕçнĕ. Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ Кирилл Фролов Чăваш Еншĕн çеç мар, Мускав хулишĕн те сахал мар пысăк çитĕнỹ тăвать.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика