Кăçал Алманчă ял тăрăхĕ халăх хавалĕпе пуçăннă программăсенчен пĕри - масар çине тата унăн таврашне тирпей-илем кĕртесси. Çак тĕллевпе вĕсем йĕри-таврари хăрнă йывăçсене касса тирпейлерĕç, хапхине улăштарчĕç, картисене çĕнетрĕç. Урăхла каласан, май уйăхĕ ял-йышшăн хĕрỹ иртрĕ. Мĕншĕн тесен çак сăваплă ĕçре чылайăшĕ мĕнле май пур, çавăн пек пулăшма тăрăшрĕ. Унтанпа виçĕ уйăх хыçа та юлчĕ ĕнтĕ. Çу каçа масар çинче каллех хыт-хура ашкăрма ĕлкĕрнĕ. Çак кунсенче ял администрацийĕпе культура ĕçченĕсем, Алманчă ялĕн уйрăм хастарĕсем, депутатсен Пухăвĕн председателĕ, старостăпа ăна пулăшаканĕсем каллех субботника кар тухнă, ỹссе кайнă курăка çулнă, йывăç тымарĕнчен кайнă хунавсене кăкланă тата ытти те. Николай Осипов пуçтарăннă çỹп-çапа хăйĕн тракторĕпе турттарса тăнă. Сăмах май каласан, паян пур ялта та çакнашкал субботник йĕркелемеллех.
Ноябрь 2024 |