Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 13:10 Просмотров: 258

Чăваш писателĕ, куçаруçă, СССР писательсен канашĕн членĕ (1967), Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ Василий Герасимович Игнатьев 85 çул каялла (02.09.1934-_ 26.10.2014) Каншел ялĕнче çуралнă.

В. Игнатьев - чăвашсен паллă прозаикĕ. Вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, "Ялав" журналăн литература сотрудникĕнче, "Тăван Атăл" журналта проза пайĕн редакторĕнче, Чăваш Ен писателĕсен канашĕн правленийĕн председателĕнче, каярах Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.

Вулакансем В. Игнатьевăн творчество пултарулăхĕпе 1955 çулта, "Ялав" журналта унăн пĕрремĕш калавĕ "Пĕчĕк акăшсен ташши" ятпа пичетленсе тухсан паллашнă. Унтанпа вăл 20 яхăн кĕнеке кăларнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: "Шăпчăк катинче", "Ăçта-ши эсĕ, манăн юрату?", "Иккĕмĕш тĕл пулу", "Канăçсăрсем", "Каçхи сассем", "Кăнтăр çеçпĕлĕ", "Маттур иккен ман аппа", "Сарри юратăвĕ" тата ытти те.

Вырăссен паллă çыравçисен - Л. Толстойăн, А. Чеховăн, И. Франкон, М. Горькин тата ыттисен - произведенийĕсене чăвашла куçарнă.

В. Игнатьевăн повеçĕсемпе калавĕсем тарăн психологизмпа, черчен лиризмпа, çыннăн çепĕç туйăмĕсене туйма пĕлнипе палăрса тăраççĕ. Литература критикĕсем ăна юрату туйăмне лайăх кăтартма пĕлекенĕ тата хальхи чăваш литертуринчи чи лайăх стилисчĕ тесе хаклаççĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика