Айхи пултарулăхĕ чикĕсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2019, 09:45 Просмотров: 469

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш халăх поэтне, Раççейри тата тĕнчери сумлă наградăсен: Андрей Белый /1987/, Петрарка /1993/, Пастернак /2000/, Францири Искусствăсемпе Литература Командорĕн /1998/ премийĕсен лауреачĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçленĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Наци библиотекин вăйĕпе йĕркеленĕ «Геннадий Айхин пултарулăхĕн поэзи тата культура чикки/чикĕсĕрлĕхĕ» конференцие вырăнти, Раççейри литературоведсем, поэтсем кăна мар, чикĕ леш енчи ăсчахсемпе пултарулăх çыннисем те хутшăннă.

Ĕнер ютран килнĕ хăнасем, поэтăн çывăх тусĕсем Геннадий Айхи çуралнă тăрăха — Çĕньяла — çул тытнă. Мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван кĕтесĕнче уяв мĕнлерех иртнипе çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

А. Ильин

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика