Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче аваллăх управçине уçнăранпа 25 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Юбилей ячĕпе саламлама райадминистрацин социалă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, Чăваш наци музейĕн методисчĕ А. Иванова, "Музей юлташĕсем" клубăн членĕсем С. Урукова, Л. Перхиева, Р. Илюткина, М. Воронова, В. Салмин, О. Петрова, шкул ачисем тата ытти хăнасем те килсе çитрĕç.
"Аваллăхсăр малашлăх çук. Чĕрĕк ĕмĕрте пирĕн музей вĕрентỹпе воспитание, наукăна çыхăнтарса тăракан хăйне евĕрлĕ центр пулса тăчĕ", - тесе пуçларĕ уява музей директорĕ Валентина Маллина. Çавăн пекех унăн кулленхи ĕçĕсем çинчен Наталия Румянцева экскурсовод тухса каларĕ.
Музейăн пĕрремĕш директорĕ В.Я. Киданов пулнă. 25 çул каялла "Çăкăр" музейĕ хăйĕн ĕçне 2 пин ытла экспонатпа пуçланă пулсан, паянхи куна тĕп фондра - 9461, пулăшу фондĕнче 1262 экспонат шутланса тăрать. Уяв кунĕ те парнесемсĕр иртмерĕ. Алманчăри краеведени музейĕн администраторĕ А. Павлова хăйсен тăван тăрăхĕ çинчен кăларнă кĕнекене тата авалхи кĕвенте парнелерĕ.
Музей сотрудникĕсем тăрăшуллă ĕçшĕн райадминистрацин тата Чăваш наци музейĕн Тав хучĕсене, Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсен Хисеп грамотисене илме тивĕç пулчĕç.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |