Республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнче "Вăрман хуралĕ" ("Лесная охрана") хысна учрежденине туса хуни виçĕ çул. Ăна 11 лесничество пăхăнса тăрать. Вĕсенчен пĕри Шăмăршăра (Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел районĕсем те кĕреççĕ). Лесничествăра ултă участок. Кашнийĕнчех пĕрер лесничий. Вăрмана сыхлас, халăх пуянлăхне упрас ĕçе виççĕмĕш çул ĕнтĕ Георгий Фомин ертсе пырать.
Халăхра вăрман тăрри тикĕс теççĕ пулин те ăна упрасси, сăтăр тăвакансенчен сыхласси, вĕсене тупса палăртасси - "Вăрман хуралĕн" тĕп тивĕçĕ. Тăватă районта вырнаçнă территорие тимлĕн пăхса, сăнаса тăма, çут çанталăка сăтăр тăвакансемпе кĕрешме специалистсене иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă лару-тăрура "Нива" автомобилĕн çăра уççине панăччĕ. Кăçал вара вăрман хуралне тата вăйлатма, ĕç витĕмлĕхне ỹстерме тепĕр транспорт уйăрнă. Урăхла каласан, вăрмана усал шухăшпа çул тытакансем малашне тата ытларах тимлĕхре пулĕç. Аса илтеретпĕр, кăçалхи сакăр уйăхра республикăри "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн кăнтăр районĕсенчи участокĕнчи сотрудниксем явăçнипе вăрмансенче планпа пăхнă 63 тĕрĕслев ирттернĕ, юридика пĕлтерĕшлĕ çынсем вăрман законодательствине пăснă 19 тĕслĕхе тупса палăртнă, административлă 12 протокол çырнă, прокуратура, полици, МЧС тата налук органĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле тата уйрăмшарăн 34 хутчен рейда тухнă. Асăннă тапхăрта вăрман сăтăрçисемпе икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Çав вăхăтрах уйрăм çынсемпе, халăхпа тĕл пулса вăрмана сыхлас, ăна упрас, вут-кăвартан асăрханас тĕллевпе тăтăшах тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ.
А. Николаева
Ноябрь 2024 |