Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия», «Хыпар», «Про Город Чебоксары» тата Чăваш Ен Наци телекуравĕн редакторĕсемпе ĕҫлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва ҫавăн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Сидоров хутшăннă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйту сӳтсе явнă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫитĕнĕвĕсем пирки МИХсенче тăрăшакансене хыпарланă. Ҫавăн пекех Михаил Васильевич йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пымаллине палăртнă, халăха кăсăклантаракан ыйтусене ҫийĕнчех татса памаллине асăннă.
Калаçу вăхăтĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене хускатнă май региона 2024 ҫулччен пысăк хăвăртлăхпа аталантарса пымалли ĕҫсем ҫинчен те сăмахланă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев парас, промышленность тытăмне аталантарас ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Сывлăх сыхлавĕн пайне модернизацилес, медицина пулăшăвĕсен шайне хăпартса пырас ыйтусем те актуаллă пулнă.
А.Иванов
Ноябрь 2024 |