Ял хавалĕ чылайăшне хавхалантарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019, 11:56 Просмотров: 217

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ халăхпа çыхăнса ĕçлекен, пурнăç ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан, хутлăхри йĕрке-тирпее, тăнăçлăхпа килĕшỹлĕхе тытса тăракан пĕрлĕх. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ял хавалĕ, вырăнти çынсен хастарлăхĕ вĕсене çул кăтартаканран, ертсе пыраканран, ĕçе йĕркелекенрен, пуçаруçăран та нумай килет. Çак кунсенче хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса Шăхач ял старостипе Николай Узюкинпа тĕл пултăм. Николай Александровичăн хастарлăхĕ, ялшăн, халăхшăн тăрăшас туртăмĕ пысăк пулнине маларах та илтнĕччĕ-ха, халĕ вара куçа-куçăн курнăçса калаçма май пулчĕ.

- Кашни ялтах старостăсене суйланине питĕ ырлатăп. Анчах та паян обществăшăн тăрăшакан çын хут çинче çеç пулманни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра çак статус çумне "Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" текен ваттисен сăмахĕ девиз вырăнĕнче пулни кирлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вырăнта ял тăрăх пуçлăхĕ е староста çеç тăрăшни çителĕксĕр. Тĕрлĕ ыйтăва татса панă çĕрте вĕсене ял халăхĕ пулăшса, пуçарăва е пĕр-пĕр ĕçе ырласа йышăнни, ăна пурнăçа кĕртме пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялта ăнланманлăх çук тесех калас килмест. Халăх умĕнче "присяга" йышăннă хыççăн пĕрлехи вăйпа сахал мар ĕç пурнăçлама ĕлкĕртĕмĕр- пуçларĕ калаçăвне Н. Узюкин.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялпа танлаштарсан Шăхачсем интернационалла "çемье" шутланаççĕ. Кунта мĕн ĕлĕкренпех чăваш, ирçе çыннисем хăйсен культурине, йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пыраççĕ. Икĕ наци çынни кỹршĕллĕ те туслă пурăнни çеç мар, пĕрле ĕçлесе, ял хавалне ỹстерсе пыни те кăмăллă. Çакна калаçăва хутшăнса ялти культура çурчĕн директорĕ Ирина Моисеева та палăртса хăварчĕ. Акă, кăçал кунта масар çуртне никĕсрен çĕнетсе тирпейлесе хунă. Йăлтах халăх вăйĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе пурнăçланă çак ĕçе. В. Аврелькин, Валерийпе Евгений Сулагаевсем, С. Кудряшов, Г. Моисеев, С. Семенов, Э. Мылов, Н. Макарова, О. Николаева, Г. Разина, М. Узюкина, Г. Лампасова ячĕсене чăн малтан асăнчĕ староста. "Тăрăшуллă та пултаруллă çынсемпе ĕçлеме те çăмăл",- хак пачĕ вăл ентешĕсен хастарлăхне.

Паян Шăхач ялĕн малашлăхĕ пирки, паллах, хавхалансах калаçаймăн. Кирек хăш урама кĕрсен те пушă çурт чылай. Çапах та ял çыннисем хăйсен тăван кĕтесĕн аталанăвĕшĕн, капăрлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем халăхран укçа-тенкĕ пуçтарса урамсене йĕркене кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ, тирпей-илемпе çыхăннă субботниксем ирттереççĕ тата ытти те. Кăçал Шăхачсем ирçе халăхĕ çулсеренех йăлана кĕнĕ "Березка" уява йĕркелекен вырăнта йышлă йывăç лартса хăварнă. Кĕркунне вĕсене каллех халăх вăйĕпе çĕнетсе хăварасшăн. Çулла çамрăк хунавсене староста йĕркеленипе шăварса, кăпкалатса тăнă пулин те, çыран хĕррисене çирĕплетес тĕллевпе лартса хăварнă хурăн, чăрăш, слива йывăççисем пурте тымар ярайман-ха. Вĕсене малашнехи тимлĕх кирлех. Сăмах май каласан, масар хĕррипе те кăçал чылай ешĕллетнĕ. Субботника ватти-вĕтти кар хутшăннă темелле. 90 çулхи Феоктист Васильев ĕçпе вăрçă ветеранĕ те айккинче юлман халăхран, Степа мăнукĕпе ял масарĕнче йĕркеленĕ субботника кăмăлтан хутшăнса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă.

- Ачалăхпа яшлăх çак ялта иртрĕ манăн. Халĕ хисеплĕ ватлăх та кунтах малалла тăсăлать. Шăхач ялĕ маншăн çири кĕпе пекех çывăх. Ăна ытларах хитре те капăр, пуян та хăтлă курас килет, унпа мăнаçланас килет. Тавах, юлашки çулсенче Шăхач улшăнса пырать. Тăван яла пĕрлехи вăйпа тытса тăрасчĕ, нихăçан та япăхма парас марччĕ. Çакă кашнийĕн тивĕçĕ. Ку тĕлĕшпе ялта хĕрỹ чĕреллĕ çамрăксем пурри савăнтарать. Акă, темиçе уйăх каялла çеç уйрăм хастарсем яла пырса кĕнĕ çĕре капăр стелла туса хучĕç. Çамрăк çемье пуçлăхĕсем чылайăшĕ ялта та пурăнмаççĕ, çапах хăйсем çуралса ỹснĕ еншĕн чунтан тăрăшаççĕ. Чăн-чăн паянхи патриотсем, ял малашлăхĕшĕн пăшăрханакансем тесе хаклас килет вĕсене. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Кирек мĕнле ĕçе те ушкăнпа кар тăрсан çеç парăнтарма пулать-çке.

Пĕр-икĕ сăмах ял старостин пĕлтерĕшĕ пирки та каласа хăварам. Ĕçĕ çăмăлах мар пулин те, çакнашкал çын ялта кирлех. Анчах та вăл каланине, ыйтнине пирĕн итлемелле, пурнăçламалла, ăна ĕçлеме пулăшмалла. Николай Узюкинăн халăхпа ĕçлеме халĕ те, ăсталăхĕ те пур. Çак ĕçре эпĕ ăна ăнăçу çеç сунатăп,- хак пачĕ ял çыннисен тата старостăн хастарлăхне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕпе Венгринчен Австрие çитнĕ десантник, хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ф. Васильев. Ял шурсухалĕн шухăшĕпе килĕшмесĕр тăма çук. Паян ял тăрăхĕсенче пуçару бюджечĕпе тăвакан ырă ĕçсенче уйрăм хастарсем, предпринимательсем алă тăсса пулăшни кирлех. Тĕслĕх илме юта каймалла мар. Хальхи вăхăтра Çĕньял ял тăрăхĕ ку ыйтупа ăнăçлă ĕçлесе пырать. Аякра пурăнакан ентешсем тăван яла часовня хăпартма та, кану паркне уçма тата ытти ĕçсенче те пулăшсах тăраççĕ.

Шăхачри старостăпа ял йĕри-тавра сăмахпа, шухăшпа "чупса çаврăннă" хыççăн Николай Александрович хăйĕн вăрттăн ĕмĕт-шухăшне те пытараймарĕ. Ял халăхĕпе, вырăнти администраципе малашне те пĕр чĕлхе тупса Сигачинская урамăн çỹлелле каякан пайне кĕрсе-тухса çỹреме меллĕ тăвасшăн, ял çынни усă куракан кĕпере те çĕнетмелле, урамсене те тирпейлемелле, çỹп-çапран тасатмалла, ăна пĕр вырăна пуçтарассине хăнăхмалла тата ытти те. Урăхла каласан, çак кунсенче çур ĕмĕр тултаракан виçĕ ача ашшĕн килти пысăк хуçалăхри ĕçсемпе пĕрлех ял халăхĕшĕн пурнăçламалли ĕçсем пирки те манма тивмест. Вăл калашле, турта хушшине тăнă пулсан, "лавне" туртмаллах.

А. ЕГОРОВА.

ШУХĂШ

Альбина МЕТЛОВА, ĕç ветеранĕ, "Умарина" ансамблĕн членĕ:

- Паян эпир пурăнакан урамра асфальт çул. Темиçе çул каялла касса çуран кĕрсе тухма та кансĕрччĕ, хальхи вăхăтра вара çăмăл машинăсем те кĕрлĕ-çурлăн та кил умнех çитеççĕ. Ăна тирпейлĕн тытса тăрасси вара хамăртан килет. Сывлăх пулсан çитес çул хамăр урам тăршшĕпех хитре çеçкесем лартассине йĕркелесшĕн. Çак шухăша староста та ырларĕ. Чечекпе юрă кăмăла та çĕклеççĕ, пурăнма та хавхалантараççĕ.

Пирĕн ялта икĕ тĕрлĕ наци халăхĕ пурнать: чăвашсем тата ирçесем. Эпĕ хам та ирçе йăхĕнчен. Шел, чăн-чăн ирçесем ялта сайралса пыраççĕ, çак чĕлхепе калаçакансем 5-6 çын çеç юлтăмăр. Апла пулин те унчченхи йăла-йĕркене тытса пыратпăр, уявсенче пĕрле савăнатпăр, ытти ĕçе пурнăçланă чухне те юнашарах.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика