Сентябрĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕпрен илсен, унта калаçу республикăра 2019 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне еплерех пурнăçа кĕртни, коммуналлă хытă каяшсене пуçтарма контейнерсемпе тивĕçтересси вĕçленсе пынă май вырăнсенчи лару-тăрупа паллашасси, вырма ĕçĕсемпе ял хуçалăх продукцийĕсене сутассине йĕркелекен "Кĕр парнисем- 2019" уйăхлăх пирки, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2019-2020 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр- ленни тавра пулчĕ.
Пĕрлехи информаци ушкăнĕ -район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ" автономи учрежденийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А. Магарин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В. Николаев _ хальхинче Сăкăт ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вĕсем чи малтанах Сăкăтри врач амбулаторийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Сиплев учрежденийĕнче сывлăха тĕрĕслеттерме тата ăна çирĕплетме пур услови те пур. Хăтлă та тирпейлĕ кунта. Уйрăмах кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн пациентсен шучĕ ỹсет. Патăрьелĕнчи тĕп больницăна кайса тĕрĕсленес текенсене электронлă черет урлă тухтăр патне йышăнăва çырăнтараççĕ.
Хĕл çывхарнă май ушкăн Сăкăтри вăтам шкул котельнăйне хутмалли сезона мĕнле хатĕрленипе те кăсăкланчĕ. Сивĕ кунсенче ачасем классенче шăнса лармаççĕ-и? Инкек-синкек тухас хăрушлăх çук-и? Шăпах çак ыйтусене хускатрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен пурте йĕркеллех. Котельнăйĕнче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлеççĕ, газ котелĕсем юсавлă. Пĕлỹ учрежденийĕнче те вĕренекенсене ăс пухма тивĕçлĕ условисем туса панă. Тавракурăма анлăлатма ачасен хуларинчен нимĕнпе те кая мар майсем пуррине палăртрĕç Пĕрлехи информаци ушкăнне хутшăнакансем.
Коммуналлă хытă каяшсене ятарлă лаптăка пăрахма ял халăхĕ майĕпен вĕренсе пырать. Контейнерсене бетон сарса хытарнă лапамсене вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, çỹп-çап тăкмалли ещчĕксен тепĕр ушкăнĕ килсе çитрĕ. Часах вĕсене ялсене валеçсе параççĕ.
Информаци ушкăнĕ "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçипе П. Никифоровпа та тĕл пулчĕ, вырма ĕçĕпе кăсăкланчĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |