Хавхалану валли ĕç вырăнĕсем кирлĕ
Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине улшăнусем кĕртесси Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Программăна тӳрлетме тивнин сăлтавĕ — ĕçсĕрлĕх пысăкланни. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, программа валли малтан палăртнинчен чылай пысăкрах укçа кирлĕ. Çак укçа федераци бюджетĕнчен килет. Сăлтавĕ - çулталăк пуçланнăранпа республикăра ĕçсĕррисен шучĕ 6 хут пысăкланни. Октябрь уйăхĕн варри тĕлне вĕсен шучĕ 25371 çынпа танлашнă. Çавăнпа хушма укçа кирлĕ. Ку, паллах, коронавирус тапхăрĕнче ĕçсĕр юлнисене паракан тӳлеве пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарнипе, март уйăхĕнчен тытăнса карантин вăхăтĕнче ĕçлеме пăрахнисене пулăшма тивнипе сăлтавланнă. Олег Николаев кăçал ĕçсĕр çынсене пулăшма кăна федераци бюджетĕнчен 1,1 миллиард тенкĕ хушма укçа илнине ырланипе пĕрлех пособипе кăна пурăнма хирĕç мар çынсемпе ĕçлемеллине палăртнă: вĕсене ĕçлеме хавхалантарса, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе…
Почта пуçлăхĕ улшăннă
Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей почти» акционерсен обществин Атӑл тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн директорӗпе Александр Вакуленкӑпа тӗл пулнӑ.
Александр Вакуленко Раҫҫей почтин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Ладиловпа паллаштарнӑ. Шӑпах ун пирки вӑл регионти филиалӑн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидат тесе каланӑ. Ведомствӑн ҫӗнӗ ертӱçи 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫĕнĕ диагностика хатĕрĕ
Республика клиника больницин бактериологи лабораторине çĕнĕ диагностика хатĕрĕ килсе çитнĕ. Çĕнĕ йышши хатĕр пулăшнипе бактери пневмонине вирус этиологи пневмонийĕнчен /çав шутра коронавирус инфекцийĕнчен те/ уйăрма пулĕ. Ăна федераци бюджечĕн укçипе туяннă. Ҫавăн пекех кунти консультаципе диагностика центрĕнче ПЦР-лаборатори те пулмалла.
Ҫемье ыйтăвĕсене сӱтсе явĕç
Кил-тӗрӗшре чашӑк-тирӗк шакӑртатмасӑр пулмасть-ха. Уйрӑлсан лайӑх-ши е пӗрле пурӑнсан-и? Пӗрне-пӗри каҫармалла-и? Ҫемьере килӗшӳпе тату хуҫалантӑр тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ ыйтӑва Шупашкар хулинчи Мӑшӑрлану керменӗнче кашни шӑматкунсерен 11 сехетре сӳтсе яваҫҫӗ.
Мероприятие республикӑн Юстици ӗҫӗсен комитечӗ йӗркелет. Ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ калаҫӑва мӑшӑрланас ӗмӗтлисем те, ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрнисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
11 ветеран хваттер илĕ
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен федераци хысни шучӗпе хваттер туянма май пур. Октябрĕн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 11 ватӑ хваттер черетӗнче тӑрать. Вӗсем валли хыснара 15,7 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас шухӑшлӑ ветерансене 1,4-шар миллион тенкӗлӗх свидетельство парӗҫ. Вӑл укҫапа ватӑсем е хваттер, е пӳрт туянайӗҫ. Ҫитменнине, паллах, хушма тивӗ.
Ноябрь 2024 |