Шыв ыйтăвĕ вырăнтан хускалнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020, 13:19 Просмотров: 282

"Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн 2021-2024 çулсенче Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел районĕсене пăрăхсем тăсма тытăнасси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕпе проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва сỹтсе явнă. ЧР строительство министрĕ Александр Героев ĕçсене 2021 çулта пуçламаллине хыпарланă. Вăл каланă тăрăх, ведомство Раççей Строительство министерствине 410,8 млн тенкĕ уйăрса пама заявка тăратнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шыв çитермелли ыйтупа малалла ĕçлеме тытăннине паллă самант тесе хакланă, ĕçсене пурнăçланине çирĕп тĕрĕслесе пымаллине асăрхаттарнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика