Çул пур çĕрте пурнăç пур

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020, 13:20 Просмотров: 289

Этемлĕх пурнăçĕнче çул яланах пысăк вырăн йышăнать. Çатма пек тикĕс çĕрте утма та, техникăпа çỹреме те кăмăллă. Ку енчен халь лару-тăру, пĕр 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан, чылай лайăхрах. Кашни ялах асфальт сарнă çул çитет, урамсенчисене тирпейлессипе те ĕçлеме пуçăннă. Çул-йĕр сферинче тăрăшакансем çанталăк ăшăтсанах çанă тавăраççĕ те хура кĕркуннечченех тăрăшаççĕ.

И. Рубцова индивидуаллă предприниматель патĕнче тăрăшакансем район шайĕнчи 73 çухрăм тăсăлакан çула пăхса тăраççĕ. Çак ушкăн çулла унти шăтăк-путăка саплать, хĕлле юртан тасатать, пĕрлех çул хĕррипе ỹсекен йывăçсене касать тата çỹп-çапа пуçтарать, автопавильонсене тирпейлет. Ĕçĕ çителĕклех. Кăçал аукционра выляса илнĕ Патăрьелĕнчи Табаков тата Калинин урамĕсенче асфальт сарнă. Çавăн пекех строительсем пуçарулăх бюджечĕпе тăвакан Тăрăн, Кивĕ Катек ялĕсенчи масарсем патне пыракан çулсене те çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра строительсем Кĕçĕн Патăрь- елĕнчи çăва çине каякан çула тăвассине вĕçлесе пыраççĕ.

- Коллектив пирĕн пысăк мар, 12 çын вăй хурать. Çулла вăхăтлăха рабочисем илетпĕр. Çул пахалăхне Вячеслав Погашов инженерпа Вячеслав Николаев прораб пăхса тăраççĕ. Техника тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Паркра тăватă КамАЗ, автогрейдер, МТЗ-82 (погрузчик), Т-150, ДТ-75 тракторсем, экскаватор, каток пур. Юр ывăтмалли ротор та тăрать. Хĕле хатĕрленсе техникăна юсаса хунă, хăйăрпа тăвар хутăшне турттарса килнĕ. Çанталăк талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те пăсăлма пултарнине шута илсе дежурство йĕркелетпĕр, - тет Валерий Рубцов директор.

Строительсем кăçал Патăрьелĕн- чи Советсен, Мичурин, Калининăпа Крепков урамĕсенчи территорие хăтлăх кĕртессипе те тăрăшнă. Вĕсенче вылямалли, сывлăха çирĕплетмелли лаптăксене хута янă.

И. Рубцова индивидуаллă предприниматель патĕнче ĕçлекен рабочисен пĕр ушкăнĕ хальхи вăхăтра Улатăрта тăрăшать

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика