Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 42 педагог ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕ - аслă категориллĕ, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ учительсем. 419 ача ăс пухать. Вĕренỹ учрежденийĕ çумне çирĕплетнĕ Татмăш тата Кивĕ Катек ялĕсенчи ача сачĕсене пурĕ 36 пепке çỹрет.
Вĕрентỹ пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕ программăна явăçатпăр. Шкул çĕнĕ кабинетсемпе, оборудованисемпе пуянланса пырать. Тĕслĕхрен, кăçалхи вĕренỹ çулĕнче "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, пирĕн шкулта "Точка роста" центрĕ уçăлчĕ. Икĕ çĕнĕ кабинет ачасене компьютер технологине ăса хывма, предметсене тарăннăн вĕренсе тĕрлĕ проект ĕçне явăçма май парать. Пĕлĕве ачасем патне çитерес тĕллевпе йăлана кĕнĕ вĕренỹ предмечĕсемпе пĕрлех хушма занятисем те йĕркеленĕ: "Технологи", "Информатика", "ОБЖ", гуманитарипе наука предмечĕсемпе çыхăннисем, "Медиацентр", "Шашка-шахмат".
Интереслĕ проектсенчен тепри вăл - "Агрокласс". Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, район ертỹçисем сĕннипе 2017 çулта 10-11 классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ ăна. Ачасем техника, инженери енĕпе пĕлỹ илме, малашне аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕме пултараççĕ.
Онлайн мелĕпе иртекен "ПроеКТОриЯ", "Билет в будущее", "Основа финансовой грамотности" проектсем ачасене пуласлăх çулĕ çине тăма пулăшаççĕ.
Кăçал район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ ирттерекен смотр-конкурсра пирĕн шкул "Лучшая общеобразовательная организация-2020" тата "Лучшая инклюзивная школа-2020" ятсене тивĕçлĕ пулчĕ.
Учительсен ĕç опычĕ пурин те çителĕклĕ, квалификацие вăхăтра ỹстереççĕ, çĕнĕлĕхсене ăша хывса ачасем патне илсе çитерме тăрăшаççĕ.
Район, республика шайĕнче иртекен предмет олимпиадисене, конкурссене, ăмăртусене, фестивальсене хутшăнса ачасем, учительсем пысăк çитĕнỹсем кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче республикăри вырăс литератури олимпиадинче В. Трифонова (11 кл.) призер ятне тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ - А. Ибрагимова). 2019 çулта Н. Чумерин вĕрентекен "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Эпир çакăншăн питĕ савăнатпăр, унран тĕслĕх илме тăрăшатпăр.
Шкул коллективĕ ĕçре çеç мар, вăйă-ташăра та пит маттур. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалласа эпир, вĕрентекенсем, чылай мероприятие (ỹкерчĕкре) хутшăнтăмăр. А.Кокель музей-çуртне уçма тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă сумлă та хаклă хăнасене те кĕтсе илтĕмĕр, чăвашăн авалхи йăли-йĕркине кăтартса патăмăр.
Вĕренекенсем хушшинче республика, район администрацийĕн пуçлăхĕсен стипендине тивĕçлисен йышĕ те ỹссех пырать.
7-8 класра вĕренекенсем "Раççейри шкул ачисен юхăмне" хутшăнаççĕ. Директор çумĕ В. Солдатова ертсе пынипе вĕсем тĕрлĕ енлĕн ĕçлеççĕ, шкул пурнăçне çутатаççĕ. Спортра, çарпа патриотла юхăмра хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Уйăхра пĕрре "Пирĕн сасă" электронлă хаçат тухса тăрать. Ăна кăларассипе çамрăк журналистсен кружокĕ ĕçлет. Ертỹçи - М. Иванова. Кăçал пирĕн хаçат регионсем хушшинче иртнĕ "Школа-пресс-2020" пултарулăх конкурсĕнчен призер пулса таврăнчĕ. Кружок членĕсене, 12 вĕренекене, Çĕнĕ Шупашкар хулине фестивале чĕнсе илчĕç, сумлă парнесемпе чысларĕç.
Шкулта спортпа туслă ача чылай. ОБЖ вĕрентекенĕ В. Антипов çарпа патриотизм клубне ертсе пырать. Вĕренекенсем районта çеç мар, республика, Раççей шайĕнче пысăк çитĕнỹсем кăтартаççĕ. Ку клуба спортпа туслă ачасем 6 класран пуçласа 11 класс таранах çỹреççĕ, "Зарница", "Орленок" ăмăрту вăййисенче час-часах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Д. Сегов, А. Адикин вĕрентекенсем тăрăшнипе шкулăн спорт кăтартăвĕсем те япăх мар. Ишессипе, йĕлтĕрпе чупассипе, волейбол выляссипе чи маттуррисен шутĕнче А. Никонов, М. Сейфуллина, С. Кальметова вĕренекенсем.
Паянхи шкул пурнăçĕ çĕнелсе аталанса пынишĕн эпир савăнатпăр. Çакăнта, паллах, Л. Лялина директорăн, коллективăн тỹпи те пысăк .
М. ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
Ноябрь 2024 |