Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн малтанхи утăмĕсене 1907 çулта Чĕмпĕр хулинче пичетленсе тухнă "Краткий исторический очерк церковных школ Симбирской епархии" ятлă кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Унта çапла çырса кăтартнă: 1890 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Пысăк Патăрьел ялĕнче Николай Лебедев священник чиркỹпе прихут шкулĕ йĕркелесе янă.
Шкул хресченсен çурчĕсенче вырнаçнă. Вĕрентекен пулма Георгий Румянцев дъякăна хушнă. Шкулĕ пĕр класла пулнă. Унта Турă саккунне, вулама, çырма, шутлама тата килти хуçалăха йĕркелесе пыма вĕрентнĕ. Шкул валли уйрăм çурт 1893 çулта туса лартнă. Ăна çĕклеме 570 тенкĕ тăкакланă: вĕсенчен 200 тенкине Иоанн Сергеев протоиерей панă, 270 тенкине Патăрьел пасарĕнче сутакансенчен пуçтарнă укçаран уйăрнă тата 100 тенкине Пăва уесĕнчи дворянсен ертỹçи А. А. Головинский панă. Шкул çуртне пасар площадĕнче вырнаçтарнă пулнă, 1903 çулта вара чиркỹ çумне куçарнă. Чиркỹ вăл вăхăтра А. Табаков урамĕнче вырнаçнă пулнă.
Хурал çуртĕнче 1902 çулта хĕрарăмсем валли те шкул уçнă. Шкулсене тытса пыма вулăс обществисем укçа уйăрнă: арçынсен шкулĕ валли 105 тенкĕ, хĕрарăмсен шкулĕ валли 60 тенкĕ.
Октябрьти революци хыççăн пуçламăш шкул туса хунă, часах вăл пĕрремĕш сыпăклă ултă класлă шкул пулса тăнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ачасем техникумсенче пĕлĕвĕсене малалла тăснă. 1939 çултанпа çичĕ класлă шкул шутланнă. Каярахпа шкул валли пĕр хутлă темиçе çурт туса лартнă.
Патăрьел район ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе 1960 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнченпе сакăр класлă шкул пулса тăнă. 1971 çулта кирпĕчрен икĕ хутлă çурт купаланă. 1976 çулхи августăн 24-мĕшĕнченпе - вăтам пĕлỹ паракан шкул.
Вĕренсе тухакансем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата ытти çĕршывсенче те пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче çитĕнỹсем тунă çынсем те нумай. А. П. Задоров - педагогика наукисен кандидачĕ, И. М. Енилин - философи наукисен кандидачĕ, А. С. Уськин - истори наукисен кандидачĕ, А. С. Кузнецов - геологи наукисен кандидачĕ, А. С. Уськин - филологи наукисен кандидачĕ, А. Ф. Талвир - писатель, П. А. Табаков - техника наукисен кандидачĕ, Иванов - йĕлтĕр спорчĕн мастерĕ, В. Самойлов (Раштав) - поэт тата ыттисем те. Шкул историйĕ малалла тăсăлать.
В. ДУМИЛИНА, истори вĕрентекенĕ
Ноябрь 2024 |