Интернет тетелĕ инкеке те кĕртсе ỹкерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020, 13:27 Просмотров: 303

 ХХI ĕмĕр чăн малтанах этемлĕхе Интернет уçлăхĕпе çыхăнтарнипе паллă пулса юлĕ. Паян унпа усă курса çынсем нумай-нумай çĕнĕ хыпара пĕлсе тăраççĕ çеç мар, социаллă тетел урлă тавар та туянаççĕ-сутаççĕ, реклама параççĕ, тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă кураççĕ тата ытти те. Ку тĕлĕшпе кĕсье телефонĕ кашни кунхи "ĕç хатĕрĕ" пулса тăчĕ. Уйрăмах харпăр хăй ĕçĕпе тăрăшакансемшĕн. Анчах та хальхи вăхăтра ыррипе пĕрлех усал пулăмсем те вăй илсе пыраççĕ. Çынсем Интернет, телефон урлă мошенниксен шанăçне кĕрсе улталанаççĕ: палламан çынсенех электронлă енчĕкĕн номерне пĕлтереççĕ, тавар сутнă е туяннă чухне "чике тăршшĕ" ларса юлаççĕ тата ытти те. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та сахал мар. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çакнашкал пăтăрмахран асăрханмаллине аса илтерсех тăраççĕ пулин те "шăнман пăр çине" ларса юлакансем пайтах. Мĕн сăлтавпа, мĕншĕн çынсем теприн мăшкăлĕ пулаççĕ-ши? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан çумĕпе Зофэр Абдуллович Камалетдинов полици подполковникĕпе тĕл пултăмăр.

- Зофэр Абдуллович, темиçе çул каяллахипе танлаштарсан район полицийĕн уйăхсерен тăвакан отчетĕнче çĕнĕ йĕрке çырăнчĕ - Интернет тетелĕ, мобильлĕ çыхăну урлă ют пурлăха çаратни. Ку тĕлĕшпе паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕнлерех лару-тăру-ши?

- Пĕр сăмахпа каласан - çăмăлах мар. Цифрăсемпе фактсенчен çынсен пĕтĕмлетỹ тума сăлтавĕ пысăк. 2020 çулхи тăхăр уйăхра Интернет урлă ют пурлăха çаратнă 13 тĕслĕхе (иртнĕ çул 8 тĕслĕх) шута илнĕ. Унсăр пуçне банк карттинчен укçана касса илнĕ 10 (пĕлтĕр 4), телефонпа улталанса шар курнă 24 (пĕлтĕр 7 тĕслĕх) преступление районти шалти ĕçсен пайĕнче регистрациленĕ. Усалăн ури саккăр тенĕ евĕр, çакнашкал фактсем çулсеренех ỹссе пыни пăшăрхантарать. Çынсем пĕлсе тăрса улталанаççĕ. Акă, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районти граждансенчен тĕрлĕ меслетпе 3 миллион ытла тенкĕ укçа вăрланă.

- Çынсем çавнашкал йăнăшсене ан туччăр тесе хăш-пĕр тĕслĕх пирки чарăнса тăрар-ха.

- Интернет-мошенниксем вĕсем хăйне евĕр психологсем. Çынсем хăйсене мĕнле тытнине, çăмăллăнах ĕненме пултарнине питĕ лайăх чухлаççĕ. Çавăнпа та вĕсем кирек кам патне шăнкăравласан та питĕ шанчăклă, ăна ырă тăвас тĕллевпе калаçаççĕ, вĕсене ỹкĕте кĕртме пултараççĕ. Ун пек чухне хăвăра çирĕп тытма пĕлни, калаçăва малалла тăсмасăр телефона чарса хуни преступникăн çулне çийĕнчех пỹлет. Çапла тумалла та. Хăвăр çинчен никама та, нимĕнле информаци те памалла мар! Банк карттин реквизичĕсене вăрттăнлăхра тытни те пĕлтерĕшлĕ. Акă, пĕр палламан çын темĕнле майпа пирĕн районти гражданинран электронлă енчĕкĕн номерĕсене пĕлнĕ.

Çапла вара вăл документсем туса кредит та илме пултарнă, унăн карттинче упранакан пысăк укçана та касса илнĕ. Е тата палламан çын "Авито" сайтне пĕлтерỹ пичетленĕ хыççăн пирĕн районти гражданина шанăçа кĕрсе пысăк сумма укçа куçарма ыйтнă. Тепĕр тĕслĕхĕ те çак сайтпах çыхăннă. Пĕр çын трактор сутнă пек пĕлтерỹ лартса пирĕн ентешрен каллех сахал мар укçа сăптăрса илнĕ. Çакнашкал сăлтавпа преступлени тунисем татах та пур. Ултавçă "Зерно" текен сайтра тулă сутатăп тесе пĕлтерỹ лартнă. Пирĕн район гражданинĕ вара ăна курсанах хыпăнса ỹкнĕ, каллех пĕлтерỹ хуçин шанăçне кĕрсе вăл ыйтакан суммăна куçарса панă. - Çапла вара ултавçăсем тĕрлĕрен "программăпа" ĕçлени курăнать. Пĕринпе май килмесен тепĕр çул-йĕр шыраççĕ темелле...

- Тĕрĕсех. Çакнашкал преступленисене 4 ушкăна пайлама пулать: Интернет урлă тавар туяннă чух улталани, телефон мошенникĕсем, мобильлĕ банк çăмăллăхĕпе тата социаллă тетеле вирус ярса. Усал ĕçпе çыхăннисен кирек хăш мелĕ те çынран ямăтă укçа-тенкĕ сăптăрса илесси.

- Паян чăнах та чылайăшĕ хăйĕнпе укçа-тенкĕ илсе çỹремест, магазинсенче, ытти çĕрте те банк карттипе çеç тỹлет. Вĕсемпе усă курнă чухне чăн малтан мĕнле хăрушлăхран пăхăнмалла?

- Чи пĕлтерĕшли - карта пин-кодне никама та кăтартмалла, каламалла мар. Телефон урлă "мобильлĕ банкпа" çыхăнсан та тимлĕ пулмалла. Номере улăштарсан ăна сỹнтерме манмалла мар. Интернетпа çыхăннă телефонсене вируслă программăсемпе юрăхсăра кăларса çав номерпе çыхăннă банк карттинчен укçа çухалнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.

- Зофэр Абдуллович, ултавçăсен серепине çакланас мар тесен çынсен мĕнле йĕркесене асра тытмалла?

- Каларăм ĕнтĕ, чăн малтан картта номерне, пин-кодне, унпа хăçанччен усă курма юранине, ятăрпа хушаматăра никама та пĕлтерме юрамасть. Пин-кода ас туса юлмалла е уйрăм вырăнта упрамалла. Банк карттине ют çынна памалла мар, магазинсенче те кассирсене ăна çавăрса пăхма ирĕк ан парăр. Укçăра май пулсан видеокамера ỹкерекен банкоматран илмелле, чексене урнăна пăрахса хăварма ан тăрăшăр. Паллах, Интернет урлă тавар туяннă чухне сайт адресне тĕплĕн тĕрĕслĕр. Банк карттипе усă курнă чухне информаци килекен телефон номерне улăштарсан ун пирки банк ĕçченĕсене çийĕнчех пĕлтермелле. Çак тата ытти йĕркесене кашни гражданин пăхăнсан çеç ултавçăсен çулне пỹлме пулĕ. Паллах, мошенниксен серепине çаклансан çийĕнчех район полицине 6-14-92 телефонпа шăнкăравламалла.

 Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика