Медицина маскипе тĕрĕс усă курмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020, 13:31 Просмотров: 297

 МЕДИЦИНА маски респираторлă вирус инфекцийĕнчен тата сывлăш-тумлам мелĕпе сарăлакан ытти респираторлă чирсенчен сыхланма пулăшать.

Çапах та чылайăшĕ маскăпа тĕрĕс усă курма пĕлмест. Медицина маскипе усă курнă чухне çак йĕркене пăхăнмалла.

Маска тăхăниччен малтан алла супăньпе çумалла е антисептикпа тасатса илмелле.

Маскăн сăмсана та, янаха та лайăх хупласа тăмалла, айккисемпе те хушăк юлмалла мар.

Тăхăннă чухне медицина маскин шурă тĕслĕ енĕ шалта пулмалла.

Маскăпа чухне ăна алăпа тытмалла мар, ăна кашни икĕ-виçĕ сехетрен улăштармалла. Маскăна хывиччен те алла тасатмалла.

Маскăна çаккисенчен кăна тытса хывмалла. Тул енчине шалалла тавăрса маскăна целлофан хутаçа хумалла та тин çỹп-çап витрине пăрахмалла.

Хыççăн каллех алла тасатмалла. Нумай хут тăхăнмалли маскăсене кашни кун çумалла, вĕри утюгпа якатмалла.

Тăхăниччен таса хутаçра упрамалла.

Тăхăнмалли маска яланах таса та типĕ пулмалла. Ют çын тăхăннă маскăна тăхăнмалла мар, ăна çунă пулсан та. Маска тăхăнăр, алла çуса тăрăр, дистанцие пăхăнăр. Çак виçĕ йĕркене харăс пăхăннă чухне çеç маска тăхăнни эффективлă пулма пултарать. Сывă çынсен маскăна обществăлла вырăнсене кайнă чухне тăхăнмалла. Чирлĕ çынна пăхса тăраканăн та маска тăхăнмалла.

Куçлăхпа çỹрекенсене маска тăхăнни самай чăрмав кỹрет. Оптика кĕленчисем тарласа тарăхтараççĕ. Апла пулсан та чăтмах тивет, хушнине пурнăçламаллах, чиртен сыхланмалла.

(Роспотребнадзор сайтĕнчен)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика